Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай  60 ҫул тултарать

Хӗрӳ чӗреллӗ поэт  ырми-канми ӗҫлесе сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс президиумӗн пайташӗсем хамӑрӑн юратнӑ сӑвӑҫа, хастар та пултаруллӑ чӑваша Валерий Владимирович Туркая чун-чӗререн ҫавра ҫулпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, анлӑ пултарулӑх ҫулӗ тата иксӗлми телей сунаҫҫӗ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Кӗҫтук Кольцов поэт-салтак ҫуралнăранпа 105 ҫул ҫитрӗ

«Паттӑрсем вутпала ҫулам витӗр Улӑпсем пек утаҫҫӗ паян. Ман ҫӗршывӑн юрри те, кӗвви те Аслатиллӗ кӗрлет ян та ян!»… Ҫак ҫулӑмлӑ сӑвӑ йӗркисен авторӗ Кӗҫтук Кольцов — чăваш поэчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Аслӑ лейтенанта çитнĕ. Константин Михайлович ҫуралнӑранпа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 105 ҫул ҫитрӗ. Поэта сума суса ака уйӑхӗн 14-мӗшĕнче […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Питӗрти ентешсем онлайн — «ҫавра сӗтел» йӗркелерӗҫ

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗн Туслӑх ҫуртӗнчен Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи чӑваш наци культура автономийӗ йӗркеленипе регионсен шайӗнчи онлайн-конференци иртрӗ.Мероприятие «Ӗҫ паттӑрӗсен аилӗмсӗр полкӗ» ятпа йӗркеленӗ. Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.Питӗрти чӑваш автономийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов ертсе пынипе «Ҫавра сӗтеле» Иркутск, Тюмень, Екатеринбург, Мурманск, Самар тата ытти тӑрӑхсенчи чӑваш […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Гаврил Федоров ячĕллĕ «Авалхи юрӑсен сасси» регионсен шайĕнчи фестиваль

 Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă ăстисемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — Гаврил Федорович Федоров (1878-1962). Гаврил Федоров халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвĕсене ырми канми пухса вĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ йӗркеленӗ Гаврил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль кӑҫал тӑваттӑмӗш мӗш хут онлайн мелĕпе иртет. Фестивалĕн […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ПОЗДРАВЛЯЕМ!!!

10 апреля отметил свой 90 – летний Юбилей ИЕЗУИ́ТОВ АНДРЕЙ НИКОЛАЕВИЧ, доктор философских наук, академик, профессор, литературовед, член Совета старейшин чувашского землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области, один из основателей Чувашского национально-культурного центра в Санкт-Петербурге, славный сын чувашского народа. Чувашская национально-культурная автономия, Чувашское культурное общество Ленинградской области, Совет старейшин чувашского землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области и […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Питӗрти чӑвашсене савӑнтарнӑ

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Питӗр хулинчи ентешсем йыхравланипе  Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Шупашкар саламӗ» программӑпа Нева хӗрринчи хулари чӑвашсене савӑнтарнӑ.Хамӑрӑн юрӑ-ташша профессиллӗ ансамбль чӑннипех те ҫӳллӗ шайра кӑтартма пултарнине Питӗрте тӗпленсе пурӑнакан ентешсем тепӗр хут курса тӗлӗннӗ, артистсене чунтан савӑнса кӗтсе илнӗ, чылайччен алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

СЛАКПУÇĔНЧЕ ИСТОРИПЕ КУЛЬТУРА ЦЕНТРĔ ПУЛĔ-ШИ?

Мероприятие культура министрĕн çумĕн пулăшаканĕ Н.М. Лапшина ертсе пычĕ. Ларăва ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.П. Смородин, Слакпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ю. Андреев, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская, «Асра тытчăр» проект авторĕ, ПР чăвашсен Канашĕн Ветерансемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЧУВАШСКИЙ ФЕСТИВАЛЬ В САНКТ-ПЕТЕРБУРГЕ

27 марта в Санкт-Петербурге в Доме национальностей завершился межрегиональный этап ХХII Всероссийского фестиваля-конкурса чувашской эстрадной песни «Ленинградри Кĕмĕл сасă — 2021» — «Ленинградский Серебряный голос — 2021». Его организовали Молодежная чувашская организация Санкт-Петербурга и Ленинградской области, Санкт-Петербургское отделение ЧРОО «Союз чувашских женщин» и региональная общественная организация «Чувашская национально-культурная автономия Санкт-Петербурга».Фестиваль-конкурс является творческим смотром чувашских эстрадных певцов, […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Пултаруллӑ чӑваш яш-кӗрӗмне конкурса хутшӑнма йыхравлатпӑр!
Вӑхӑт нумаях та юлмарӗ, васкӑр!

«Кӗмӗл сасӑ» сирӗн пултарулӑха пӗтӗм чӑваш тӗнчине кӑтартӗ, малашнехи ҫула уҫса парӗ!Ыйтса пӗлмелли телефон:879176701821 УТВЕРЖДАЮПрезидентМОО «Чувашский национальный конгресс»/__ /Н.Ф. Угаслов/ 03 марта 2021 годаП О Л О Ж Е Н И Ео Всероссийском XXII-ом фестивале-конкурсе эстрадной чувашской песни«Кĕмĕл сасă — 2021» («Серебряный голос – 2021») Общие положения1.1. Всероссийский фестиваль-конкурс эстрадной чувашской песни«Кĕмĕл сасă — 2021» […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Чӑваш тӗнчи» кун ҫути курчӗ

Хисеплĕ туссем! Чăваш наци конгресĕ «Хыпар» издательство çурчĕ пулăшнипе кăларса тăракан «Чăваш тĕнчи» хаçатăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕ пичетрен тухрĕ.Хаçата ку çул та Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствин Гранчĕпе кун çути кăтартма май пулчĕ.