Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш журналисчĕсен ХХ съезчĕ иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче калем ăстисем, телерадиожурналистсем Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн XХ съездне пухăнчĕç.Чăваш наци конгресĕнчен çак яваплă форума тăватă пайташ хутшăнчĕ: вице-президент, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева, Президиум пайташĕ Михаил Краснов тата Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров.Малтанах делегатсем пĕрлĕхĕн председателĕн Валерий Комиссаровăн анлă докладне итлерĕç, сутсе яврĕç.Валерий Петрович иртнĕ съездранпа тунă çитĕнÿсене […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЭПИР ВĂРÇĂ ÇИНЧЕН СĂВĂСЕМ КАЛАТПĂР

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕн 4в класĕнче Аслă Çĕнтерÿ 76 çул çитнине тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалланă «Эпир вăрçă çинчен сăвăсемпе калатпăр» çарпа патриот сăввисене калакансен конкурсĕ иртрĕ. Сăвă калакансен ăсталăхне хаклакансем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г.Л. жюри председателĕ тата […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Мухтава тивӗҫлӗ чӑваш юрӑҫи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Паян, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, хисеплӗ арҫынсен уявӗпе пӗрле Чӑваш халӑх артистки, мухтавлӑ, пур енӗпе пултаруллӑ Августа Васильевна Уляндина хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.Унӑн пултарулӑх каҫӗ пуриншӗн те чӑннипех уявран та уяв пулчӗ.И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх университечӗн культура керменне Августа Васильевнӑн пултарулӑхне чунтан хисеплекенсем тулли зал пуҫтарӑнчӗҫ темелле. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе, Республикӑри хӗрарӑмсен […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Тюмень тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ

Тюмень тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.Ӑна кунти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.Унӑн ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи вырӑнти чӑваш пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе Уява ачасем чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑ-ташӑпа хавхаланнӑ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«ИШЕНТЕЙ ВУЛАВĔСЕМ – 2021» ТУХĂÇЛĂ ИРТРĔÇ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулин культура керменĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Ишентей вулавĕсем – 2021» район шайĕнче поэзи конкурс фестивалĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕрпÿ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, Культура аталанăвĕн тата библиотека кĕнекисемпе тивĕçтерес ĕçĕн район центрĕ, Чăваш наци конгресĕн Çĕрпÿ районĕн вырăнти уйрăмĕ пулчĕç. Поэзи уявне йĕркелесе ирттерме Чăваш наци […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗ Раиса Сарпие ҫавра ҫулпа саламларӗ

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов Леонид Черкесова яваплӑ ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑнчӗ.Ларура Ассамблея 2016-2020 ҫулсенче туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ.Шел, ҫак общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи, хисеплӗ  Лев Кураков академик пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлнӑ пирки ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйлама лекрӗ.Пӗр саслӑ пулса ҫак сумлӑ та питӗ яваплӑ вырӑна  Раҫҫей Патшалӑх Думин […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна

«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмĕнчи «Нарспи» клубра кунта çÿрекен ача-пăчасем, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕсем пуçтарăнчĕç. Çак кун «Арман» ятлă чăваш ташшин çемье уявĕ иртрĕ. Уявăн тĕп хăнисем — Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕн çумĕ Надежда Викторовна Васильева хореографпа унăн мăшăрĕ (вăл та конгресс хастарĕ) Пимен Юрьевич Васильев пулчĕç. […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Тепӗр ҫухату…

Тольятти хулинчи чӑваш наци культура автономине 20 ҫул ертсе пынӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑр, Алексей Петрович Глухов 80 ҫула кайса пурнӑҫран яланлӑхах уйрӑлса кайнӑ пирки чӗререн хурланнине пӗлтеретпӗр.Алексей Петровича пӗтӗм чӑваш тӗнчи хисеплесе сума сӑватчӗ. Вӑл Тольятти хулинче чӑваш культурине, йӑла-йӗркене аталантарас тӗлӗшпе чылай тӑрӑшрӗ, чунне парса ӗҫлерӗ.Шел, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чылай чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн, унӑн чӗри […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

МĂН АСАТТЕСЕН ПАТТĂРЛĂХНЕ МАНМАСТПĂР

Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Кăçал çак хÿтĕлев чиккисене тума тытăннăранпа 80 çул çитет. Çĕршыва тăшманран сыхланмалли чикĕсем тунă çĕре хутшăннă ентешсене чысласа Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем шкулсенче мероприятисем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалласа Шупашкар […]