Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Дни чувашского кино в Пензенской области | Чувашкино

https://chuvashkino.ru/%d0%b4%d0%bd%d0%b8-%d1%87%d1%83%d0%b2%d0%b0%d1%88%d1%81%d0%ba%d0%be%d0%b3%d0%be-%d0%ba%d0%b8%d0%bd%d0%be-%d0%b2-%d0%bf%d0%b5%d0%bd%d0%b7%d0%b5%d0%bd%d1%81%d0%ba%d0%be%d0%b9-%d0%be%d0%b1%d0%bb%d0%b0/

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Раççейри чăваш наци культура автономийĕсен тата Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕсен ертÿçисене

   Хисеплĕ ентешсем! «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма !»  регионсем хушшинче иртекен кǎçалхи конкурса  Сăрпа Хусан чиккисене хÿтĕлекенсен паттăрлăхне, Чăваш çыруллăхне тунăранпа 150 çул çитнине тата Тĕнчери ял хĕрарăмĕсен Кунне халаллатпǎр.     Конкурсăн  тĕллевĕ —   ача амăшĕсене, ял хĕрарăмĕсен республика, çĕршыв шайĕнчи ят-сумне ӳстересси,  пултаруллăхне халăх умĕнче кăларасси тата вĕсене общество ĕçне хастар хутшăнтарасси. Чăваш […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Аслă юлташӑмăр ЗОЛОТОВ ВИТАЛИЙ АРСЕНТЬЕВИЧ пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнăшăн чӗререн хурланатпăр

Золотов Виталий Арсентьевич ( 1934, ака, 2, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР çур.) — ăсчах, чăваш прозăçи, тăван ен тĕпчевçи, тинĕс çар ăслăхĕсен кандидачĕ, 1-мĕш рангри капитан.Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕрри. Питĕрти чăвашсен Ваттисен Канашĕн ертÿçи.Ашшĕ, Арсений Иванович – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕскер […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ӑсталӑх урокӗ иртрӗ

Чӑваш наци конгресӗн ал-ӗҫ ӑстисен ассоциациӗн пайташӗ Любовь Степановна Вазюкова тӗрӗҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти С.Маршак ячӗллӗ вулавӑшра тӗрлессипе ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ.Урока тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Любовь Степановна тимлӗн, кашниех ӑнланмалла чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑнлантарчӗ, кашни ҫӗвве мӗнле тӗрлемеллине кӑтартса каласа пачӗ.Хӗрарӑмсем ҫакнашкал «улахсене» час-часах ирттерме ыйтрӗҫ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Красноярск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ 4-мĕш Аслă Пуху ирттерет

1991-мĕш çулта йĕркеленнĕ Çĕпĕрти чăвашсен çак пĕрлĕхĕ кăçал вăтăр çул тултарчĕ.Красноярск тăрăхĕнчи ентешсене пĕрлештерсе тăван культурăна, чĕлхене сыхласа аталантарасси, Чăваш Енпе тачă çыхăну тытса малалла аталанасси, ытти халăх çыннисемпе туслă пурăнса хамăр культурăпа йăла-йĕркене анлă кăтартса сарасси, Çĕпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем çинчен информаци пуçтарасси– çакă тата ытти тĕллевсене пурнăçласа малалла утать ку организаци.Енисей тăрăхне чăвашсем историллĕ тĕрлĕ […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Халăха хисеплекен яланах телейлě

Çапла ят панă авторсем фильма. Çĕнĕ ĕçе чăваш халăхĕн маттур та мухтавлă ывăлне, пирĕнтен нумаях пулмасть яланлăхах уйрăлса кайнă Лев Пантелеймонович Кураков академика, ăсчаха, экономиста, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин председателĕ пулнă патшалăх тата общество ĕçĕн паллă деятельне халалланă.  Фильм авторĕ — ГТРК «Чувашия» тата Чăвашкинора тăрăшакан журналист Алексей Енейкин. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ĂСТАЛĂХĔ ТЕ, ПУЛТАРУЛĂХĔ ТЕ ПУЛЧĔ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăра «Тăван хуламăр Çĕнĕ Шупашкар» проектпа килĕшÿллĕн, С.В. Асаматăн «Хĕрарăм чĕри» кĕнекери куçару сăввисем тăрăх «Асамат вулавĕсем – 2021» хула шайĕнче сăвва пăхмасăр илемлĕ калакансен пултарулăх ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотека […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕнче «Кĕмĕл сасă» фестивале йĕркелесси тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Президиум ларăвĕнче чылай ыйтăва уçăмлатма май килчĕ.Ларăва яланхиллех конгресс президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.Чи малтанах Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси пирки калаçрĕç. Çулталăкра пĕрре иртекен çак яваплă мероприятие кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркелес тесе йышăнчĕç, йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç. Мăн Канаша хатĕрленсе ирттерес ыйтусене вăхăтра татса памаллине палăртрĕç.ЧНК […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров Патăрьелĕнче иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă

Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент республикăри Общество палатин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ пулнă май пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Çитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ: опыт, проблемӑсем тата вĕсене татса парасси» темăпа иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, тухса калаçнă. Мероприятие Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен управленийĕ йĕркеленĕ. Унта Мускавран, Тутарстантан, хамăр республикăран чиновниксем, вĕрентекенсем, чиркÿ […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ĂШĂ ТĔЛ ПУЛУ

Пуш уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Тăвай районĕн Енĕш Нăрваш шкулĕнче вырăнти семинар иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ пулчĕç. Семинара Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ачасем хăнасене ыр сунса ăшшăн […]