Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕ

Воробъев композиторсен урамĕ-10Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕ, 17.30 сехет. Кун йĕрки: 1. 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш наци конгрес-ĕн XVIII Мăн Канашĕнче конгресăн XI Аслă Пухăвне ирттересси çинчен йышăну тунă тăрăх хатĕрленÿ тапхăрĕ мĕнле пыни çинчен.(Явапли: ЧНК президенчĕ Н.Ф.Угаслов)2. ЧНК Ĕçтăвкомĕн председателĕ А.И.Ухтияров вице-президент пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа пани.3. ЧНК вице-президенчĕ, экономика комитечĕн председателĕ В.Г.Тяпкин […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ПОЭТ ЯЧĔ ВИЛĔМСĔР

Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăр писатель-журналист Иван Викторов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. Çак кун Çĕрпÿ районĕн Хурамал Туçа ялĕн çăви çинче хисеплĕ çыравçа асăнса лартнă палăк патĕнче Кăнар шкулĕн ачисемпе вĕрентекенсем, культура керменĕпе библиотека ĕçченĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕ Геннадий Васильев, поэт тăванĕсем тата Хурамал ял халăхĕ пухăнчĕç. Вăрçă паттăрне […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Кӗркуннен асамлă ҫеммисем» перфоманс чăвашлăх уявӗ пулса тăчӗ

Салам сана, сап-сарӑ тумлӑ, Пуян та ҫутӑ кӗркунне! Кучченеҫпе сӗтел халь тулӑх, Савӑнтарать пире парне. Ямаш сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе пуҫланчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш поэзийӗн, юрри-кӗввин уявӗ. «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманса ылтӑн тумлӑ кӗркуннене халалласа республикӑри тӗп библиотека пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота» акципе килӗшӳллӗн иртеттерчӗ. Савӑнӑҫлӑ уява илем кӳрекенсем – чӑваш ҫыравҫисем, Чăваш патшалăх […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чǎваш тĕнчин асамлǎ вǎйĕ таса çǎлкуç пек тапса тǎтǎр

Вǎл ĕмĕрсем иртсен те кашни чǎваш чĕринче, чунĕнче мǎнаçлǎх туйǎмĕ, ырǎ та çутǎ ĕмĕт шухǎшсем вǎраттǎр, тĕнчери чǎвашсене пĕр çĕре пуçтарǎнса улǎпла утǎмсемпе малалла утма хавхалантартǎр, аки-сухипе атте-аннене асра тытма вǎй-хǎват патǎр. Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ шǎпах çак сǎмахсене ǎша хывса ĕçлекен хастар хĕрарǎмсене пĕрлештерет. Кашниех чǎвашлǎха упрас ĕçе çĕнĕ варкǎш кĕртме тǎрǎшать. […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Невапа Атăл юханшывĕсем «пĕрлешрĕç»

Паян, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти хальхи вăхăтри ÿнер центрĕнче Питӗрте пурӑнакан тата Питӗр хулинчи ӳнер аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ художниксен ӗҫӗсен «Нева Атăл хĕрринче» ятлă куравӗ уҫӑлчĕ. Ку курав 2016 ҫулта Питӗрте иртнӗ «Нева хӗрринчи Атӑл ҫыранӗ» тата 2018 ҫулта ҫак хуларах йӗркеленӗ «Атӑл-Нева» выставкӑсен тӑсӑмӗ.Курава йĕркелесе ирттерес шухăша Питĕр хулинче пурăнакан Чăваш халăх художникĕ […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Чăваш ташши илемĕ» регионсен шайĕнчи тăваттăмӗш фестиваль

Чăваш наци конгресĕнчи культура комитечĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекчĕ малалла ĕçлет. Проектпа килӗшӳллӗн «Чăваш ташши илемĕ»» регионсен шайĕнчи тӑваттӑмӗш фестиваль кăçал онлайн мелĕпе иртет. Фестивале Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланӑ. Ӑна йĕркелекенӗсем — комитетри виçĕ профессионал-хореограф: Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина тата Алиса Лукина. «Чăваш ташши илемĕ» — хамăрăн пуян культурăна, чӑваш ташшине […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ПРЕЗЕНТАЦИЯ КНИГИ «МЫ ШЛИ НА ПОМОЩЬ К ТЕБЕ, ЛЕНИНГРАД»

Ежегодно 8 сентября отмечается торжественно-траурное мероприятие — день начало блокады Ленинграда. Чувашская национально-культурная автономия Санкт-Петербурга выпустила к этой дате новую книгу о чувашских воинах, погибших при защите Ленинграда во время Великой Отечественной войны под названием «Мы шли на помощь к тебе, Ленинград». Это издание посвящено к 80-летию начала Великой Отечественной войны, строительства Сурского и Казанского оборонительных […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Академикăн кĕнекисене конгреса парнеленĕ

Нумаях пулмасть Лев Пантелеймонович Кураков акдемик хăй пурăннă чухне çырса хăварнă «Эпоха разума, гуманизма и чести. Письма сыну» мемуарĕ пичетрен тухрĕ. Кĕнекене мухтавлă академикăн мăшăрĕ Альбина Дмитриевна Куракова тăрăшнипе кун çути кăтартнă. Çак кунсенче Альбина Дмитриевна мемуарăн 120 экземплярне Чăваш наци конгресне парнелерĕ. Хаклă тупрана конгресра ĕçлекенсем юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей ытти регионĕсенчи тата ют […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Космонавт амăшĕн палăкне тĕппипе çĕнетнĕ

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 92 çул çитрĕ.Çак ятпа вăл çуралнă Шуршăлта анлă мероприятисем иртнĕ. Чи малтанах космонавтăн амăшĕн Анна Алексеевна Николаевăн вилтăприйĕ çинче тĕплĕн çĕнетнĕ палăка уçнă. Чăваш халăхне чапа кăларнă мухтавлă Андриянăн амăшĕ чăннипех те пысăк чыса тивĕçлĕ. Çакна […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Курав уҫӑлать

Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер музейӗнче (Президент тӑкӑрлӑкӗ, 1/15) Питӗрте пурӑнакан тата Питӗр хулинчи ӳнер аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ художниксен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлать.Ку курав 2016 ҫулта Питӗрте иртнӗ «Нева хӗрринчи Атӑл ҫыранӗ» тата 2018 ҫулта ҫак хуларах йӗркеленӗ «Атӑл-Нева» выставкӑсен тӑсӑмӗ.Курав 16.00 сехетре пуҫланать. Питӗр хулинчи Чӑваш культура обществи. выставка центрсовременногоискусствачебоксары Чувашскийнациональныйконгресс Чувашскоекультурноеобществосанктпетербурга