Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Çамрăксене ытларах хутшăнтармалла

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвне Республика кунĕ умĕн ирттересси йăлана кĕчĕ.

Кăçал та çаплах пулчĕ. ЧНКн Мăн Канашĕн 18-мĕш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртрĕ. Ун ĕçне ЧР культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕ. Светлана Анатольевна конгресс пурнăçлакан ĕçсене ырларĕ, вăл чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сыхласа малалла аталантарас тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ.

Малалла конгресс президенчĕ Николай Угаслов сăмах илчĕ. «Чăваш наци конгресĕ хăйĕн тĕп ĕçĕсене чăваш чĕлхи тавра йĕркелесе пырать. Çак ĕçре пире «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун тата иртнĕ çул йышăннă çумпрограмма çул уçса пыраççĕ. Иртнĕ çул, коронавирус амакне пула, палăртнă ĕçсен пысăк пайне онлайн мелпе ирттерме тиврĕ. Çав мероприятисене регионсенче тата ют çĕршывсенче пурăнакан йăхташсем хастар хутшăнчĕç. Мĕн тума пултартăмăр-ха? Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧНК çурчĕ çине Чăваш автономи облаçĕн ревкомĕн пĕрремĕш председателĕн Даниил Элменĕн асăну хăмине вырнаçтартăмăр. Крым çурма утравĕ çинчи Балаклава хули çывăхĕнче «Хурланакан амăшĕ» палăка лартас ĕçе çитес вăхăтра вĕçлеме тĕллев лартрăмăр. ЧНК сĕннипе Шупашкар хулин администрацийĕ пĕр урама «Чăваш автономине — 100 çул» ят пама йышăннине те ырламалла. Самана таппинчен юлмасăр ЧНК тата республика тулашĕнче пурăнакан ентешсен хыпарĕсене интернет уçлăхĕнче те тĕнчене пĕлтерсе пыратпăр. 2021 çул Чăваш Енре Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккине тунă ĕçре паттăрлăх кăтартнă ентешсене асăнмалли çулталăк пулнине шута илсе эпир те çак ĕçе хутшăнатпăр. Вĕренÿ комитечĕн хастарĕсем республика шкулĕсенче паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ. Регионсенче чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçне хамăрăн историпе, чĕлхепе çыхăннă ĕçсене хутшăнтарас тĕллевпе тĕрлĕ енлĕ фестиваль йĕркелетпĕр. Кăçал та «Эпĕ сирĕнпе, пин-пин чăваш!» видеороликсен конкурсĕ, «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ, «Чăваш ташши илемлĕ», «Чăваш Ене мухтаса» пултарулăх ăмăртăвĕсем пулчĕç. Вĕсене 300-шер ытла çамрăк хутшăнчĕ. Тахçанах манăçа тухнă юрăсене, уявсене, йăла-йĕркене, ташăсене, тумсене çĕнĕрен аталантарас, вĕсене халăх умне çĕнĕрен çитерес тĕллевпе «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проект пурнăçланса пырать», — терĕ Николай Угаслов.

Конгресс ертÿçин докладне сÿтсе явма чылаййăн хутшăнчĕç. Санкт-Петербург хулинчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Валериан Гаврилов вырăнти йăхташсем чăн чăвашла пурăннине палăртрĕ, пурнăçа кĕртекен мероприятисене асăнса тухрĕ. ЧНК ячĕпе панă сĕнÿсенчен çаксене — Мăн Канаш йышне 35 çула çитмен çамрăксене кĕртмеллине — асăнчĕ. Çапла туни, унăн шухăшĕпе, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа чăвашлăх ĕçне çамрăклах явăçтарма пулăшĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина кăçал «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнине, унăн йышĕнче тата 12 хаçат-журнал тухса тăнине аса илтерчĕ. «Çакăн пек тĕлпулусенче сирĕнтен чылайăшĕ манран: «Мăнуксене, кĕçĕн çулти ачасене тăван чĕлхене вĕрентес тесен мĕн тумалла?» — тесе ыйтнăччĕ. — Шел те, малтанхи тапхăрта «Тетте» журнал республика тулашне каймастчĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен ăна мĕн пур регионта çырăнса илме май пур. «Тетте» шăпăрлансемшĕн питĕ меллĕ журнал, унта чăвашла вырăсла тата акăлчанла çыратпăр. Çавăн пекех «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем, «Тăван Атăл» журнал çĕршывăн пур регионне те çитеççĕ», — терĕ вăл.

Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ Ирина Трифонова шкулсенче ачасем чăвашла калаçманнине асăнчĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Вĕсене ача сачĕсенче чăвашла вĕрентмеççĕ. Тĕслĕх вырăнне Нурлат районне аса илчĕ. Çак хутлăх чăвашсем чи йышлă пурăнакан район шутланать. Анчах вăл паян чи хăвăрт вырăсланса пыраканнисен ретĕнче. «Тăван чĕлхе пире хăçан кансĕрленĕ? Çук, çавăнпа эпир ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла вĕрентмелле тетпĕр. Çапла тума ятарлă программа кирлĕ», — терĕ Ирина Федоровна. Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕ пичетлекен «Тетте» журнала Тутарстанри кашни ача садне çитермеллине те палăртса хăварчĕ.

Олег Цыпленков йăхташсем пурăнакан регионсенче «Асам ахрăмĕ» ятпа Чăваш кино эрнисем ирттерни пирки каласа кăтартрĕ. «Тутарстанра, Пушкăртстанра, Пенза облаçĕнче ирттернĕ эрнесене пĕтĕмлетсе çапла калама пултаратăп: унта пурăнакансем чăваш фильмĕсене пăхасшăн. Пирĕн вĕсене кăтартмалăх ĕçсем пур. 2016 çулта «Чăвашкино» йĕркеленнĕ хыççăн ĕç-пуç малалла кайрĕ. Çак тапхăрта 50 ытла фильм ÿкернĕ. Çавăнпа кирек хăш регионта та Чăваш кино эрнине ирттерме пултаратпăр», — терĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев пĕлтернĕ тăрăх, автономин уйрăмĕсем 19 районта пур, çавăн пекех хулара тата 5. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче облаç шайĕнчи Акатуй иртнĕ, унсăр пуçне ăна тата 7 районта йĕркеленĕ. Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăннине шута илсе унпа çыхăннă пулăмсене асра тытса пурăнаççĕ кунти чăвашсем. Иван Яковлев тăван халăхне хăварнă Халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа литература пĕрлешĕвĕн журналне кăларма тĕв тунă… Ĕлĕкрех облаçри 8 шкулта тăван чĕлхе урокĕсем иртнĕ пулсан, хальхи вăхăтра 101 шкулта предмет майлă е халăх историне, культурине, йăли-йĕркине вĕрентеççĕ. Облаçра чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен тĕп инспектор пур.

Тухса калаçакансем татах пулчĕç, вĕсем пурте чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тумалли ĕçсене палăртрĕç. Кун йĕркинче Чăваш наци конгресĕн 11-мĕш Аслă пухăвне ирттересси пирки те ыйту пулчĕ. Мăн Канаш членĕсем ун пирки тунă йышăнăвăн проекчĕпе паллашрĕç, уççăн сасăласа çав куна палăртрĕç. Çапла майпа ЧНКн черетлĕ 11-мĕш Аслă пухăвĕ Шупашкарта кăçалхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртĕ. Унта делегатсем суйламалли квотăна тата Аслă пухăвăн кун йĕркин проектне çирĕплетрĕç. Çав кунах тепĕр ыйтăва — «ЧНК вице-президентне суйласси çинчен» — пăхса тухрĕç. Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă Петр Ивантаев вырăнне Николай Угаслов ЧНК Президиумĕн пайташне Юрий Зорина суйлама сĕнчĕ. Мăн Канаш членĕсем уншăн хăйсен сассисене пачĕç.

Надежда СМИРНОВА

#Хыпар
#ЧНК
#НиколайУгаслов
#МӑнКанаш
@

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *