Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Тепӗр ҫухату…

Тольятти хулинчи чӑваш наци культура автономине 20 ҫул ертсе пынӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑр, Алексей Петрович Глухов 80 ҫула кайса пурнӑҫран яланлӑхах уйрӑлса кайнӑ пирки чӗререн хурланнине пӗлтеретпӗр.
Алексей Петровича пӗтӗм чӑваш тӗнчи хисеплесе сума сӑватчӗ. Вӑл Тольятти хулинче чӑваш культурине, йӑла-йӗркене аталантарас тӗлӗшпе чылай тӑрӑшрӗ, чунне парса ӗҫлерӗ.
Шел, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чылай чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн, унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, президиум пайташӗсемпе комитетсен хастарӗсем Алексей Петровичӑн ырӑ ятне ялан хамӑр асӑмра упрӑпӑр. Пысӑк ҫухатушӑн унӑн тӑванӗсемпе, ҫывӑх юлташӗсемпе пӗрле чӗререн хурланатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *