Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ҫавра ҫулпа саламлатпӑр!

Паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Пӗртӑван Малинасем» юрӑ ушкӑнӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ Ирина Евсеевна Угаслова-Малина хӑйӗн ҫавра юбилейне паллӑ тӑвать.
Ирина Евсеевна Каҫал тӑрӑхӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех чӑваш культурине аталантарас ӗҫе панӑ. Чылай хушӑ Шупашкарти «Нарспи» клубра тӑрӑшнӑ, 2001 ҫулта вара «Пӗртӑван Малинасем» юрӑ ансамбльне йӗркеленӗ. Ҫак тӗлӗнмелле пултарулӑх ушкӑнӗ Раҫҫейре ҫитмен вырӑн та хӑварман пулӗ. Красноярск, Тюмень, Чӗмпӗр, Пушкӑрт, Тутарстан, Самар, Сарӑ ту, Крым тата ытти тӑрӑхсенче пурӑнакан чӑвашсем патне темиҫе хут та ҫитсе тӑван юрӑ-кӗвӗпе, илемлӗ сассисемпе савӑнтарнӑ.
Ирина Евсеевна конгреса йӗркеленӗренпех чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе яланах хастар хутшӑннӑ. Халӗ те культура комитечӗ йӗркелекен пӗр мероприятирен те юлмасть.
Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ, Ӗҫ тӑвакан комитечӗ тата мӗн пур конгресс хастарӗ маттур та пултаруллӑ, сӑпайлӑ та вашават Ирина Евсеевна Угаслова-Малинӑна чун-чӗререн сумлӑ юбилейпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, малашне те анлӑ пултаруллӑх, ҫемьере тӑнӑҫлӑх, ӑнӑҫу сунаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *