Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна

«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмĕнчи «Нарспи» клубра кунта çÿрекен ача-пăчасем, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕсем пуçтарăнчĕç. Çак кун «Арман» ятлă чăваш ташшин çемье уявĕ иртрĕ. Уявăн тĕп хăнисем — Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕн çумĕ Надежда Викторовна Васильева хореографпа унăн мăшăрĕ (вăл та конгресс хастарĕ) Пимен Юрьевич Васильев пулчĕç. Залра сăрнай сасси янраса кайсан, пурте ташă картине тăрса чăваш ташшин хусканăвĕсене вĕренме пикенчĕç. Пименпа Надежда Васильевсем, çак ăсталăха чунтан парăннăскерсем, ташша кăмăллакансене хускану хыççăн хускану тума вĕрентрĕç. Кунта чăваш арçыннин мăнаçлăхĕ те, хĕрарăмăн ачашлăхĕпе çемçелĕхĕ пĕрле хутăшса тĕлĕнмелле илеме сăнарлаççĕ. Конгресăн культура комитечĕн хастарĕсен ăсталăх урокĕ тĕлĕнмелле кăсăклă та усăллă иртрĕ. Никамăн та саланас килмерĕ, уяв вĕçĕнче пурте ташă картине тăрса тин вĕреннĕ хусканусене пĕр çын пек харăссăн тума тăрăшрĕç, пĕр ансамбль пек пулса тăчĕç. Уява «Нарспи» клуб ертÿçи, ЧНК ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн пайташĕ Лидия Евсеевна Константинова ăсталанă тухья-хушпу, тата тĕрлĕ чăваш тумĕн капăрлăхĕсем тата та илемлетрĕç. Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмĕн директорĕ Светлана Александровна Балыбердина Надеждăпа Пимен Васильевсене уяв каçне йĕркелеме пулăшнăшăн, çемье ăшăлăхне кĕртнĕшĕн чунтан тав сăмахĕ каларĕ.

ЧНК пресс-служби. (сăнÿкерчĕксем «В контакте» соцсетьри «Нарспи» клуб ушкăнĕнчен) #чувашскийнациональныйконгресс#семейныйпраздник#КЛУБНАРСПИ#ЦКСЧЕБОКСАР#СЕМЕЙНЫЙПРАЗДНИК

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *