Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫине Геннадий Иванович Храмова Ҫуралнӑ кунпа саламласа!

Хисеплӗ Геннадий Иванович!
Эсир чуна парса тӑрӑшнипе, Енисей мӑнаҫлӑ шывӗ хӗрринче пурӑнакан ентешӗмӗрсем хамӑр культурӑна, йӑла-йӗркене, чӗлхене сыхланса упраҫҫӗ, аталантараҫҫӗ.
Ку енӗпе мӗн чухлӗ мероприяти ирттеретӗр, чӑвашсене пӗрлештерсе туслӑ пурӑнма, ытти халӑх ҫыннисем умӗнче хамӑр культурӑна ҫӳллӗ шайра кӑтартма вӑй-хала шеллемесӗр тӑрӑшатӑр.
Сире Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Президиум Ҫуралнӑ кунпа саламласа ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, яваплӑ ӗҫре пархатар курма сунаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *