Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗн Президиумӗн ларӑвӗ пулать

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 12.00 сехетре  ЧНК  лару пӳлӗмӗнче конгресс Презиумӗн ларӑвӗ иртет.
Черетлӗ ларури тӗп ыйту — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи хӑрушӑ пулӑма асӑнса ҫав вырӑнта «Хурланакан амӑшӗ» палӑка лартасси ҫинчен.
Иккӗмӗш ыйту -ЧНК XI Аслӑ Пухӑвне хатӗрлегесси.
Ларури ытти ыйтусем хушшинче  конгресӑн чи хастар пайташӗсене патшалӑх наградисем пама документсем тӑратасси те пулӗ.

ЧНК Ӗҫтӑвкомӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *