Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӳк уйӑхӗнче Хуракасси ялӗнче асӑну комплексне уҫма хатӗрленеҫҫӗ

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче хӑрушӑ пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет.
1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫак ял шкулӗнчи пушарта 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Унсӑр пуҫне чылай ачапа аслисем суранланнӑ.
Ҫак хуйхӑ суранӗ халӗ те лӑпланаймасть.
Хальхи вӑхӑтра Хуракасси ялӗнчи ҫӑвара хӑрушӑ пулӑма асӑнса асӑну комплексӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Федорович Угаслов тӑрӑшнипе комплексӑн тӗп вырӑнӗ -«Хурланакан амӑшӗ» палӑк пулӗ. Палӑка ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вырӑна ҫитерсе вырнаҫтарнӑ. Унӑн авторӗ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, @Владимир Нагорнов-Тутимӗр.
«Хурланакан амӑшӗ» 4 метр ҫӳллӗш.
Асӑну комплексне чӳкӗн 5-мӗшӗнче уҫӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *