Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Сургутри чăвашсен ертÿçи Шупашкарта

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ хăни Ханти-Манси автономи округĕнчи регион шайĕнче ĕçлекен чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Татьяна Юрьевна Толстова пулчĕ.
Татьяна Юрьевна вунă çула яхăн çак пысăк организацине ăнăçлă ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе Сургутри чăвашсем тулли те кăсăклă ĕçлесе пыраççĕ, хамăр халăх культурине унти ытти наци çыннисем умĕнче мăнаçлă та сумлă кăтартаççĕ.
Татьяна Юрьевна тăрăшнипе «Тĕрлĕ сăнлă Сургут», «Манăн çĕрĕн халапĕсем», «Пĕрле улшăнатпăр» тата ытти проектсем Грантсем çĕнсе илсе ăнăçлă пурнăçланаççĕ.
Татьяна Толстова чăваш наци конгресĕн вице-президентне Анатолий Ухтиярова, конгресс хастарĕсене çак проектсемпе паллаштарчĕ, çакнашкал çитĕнÿсем тума вĕсен организацийĕнче тăрăшакансем пĕрле туслăн ĕçленипе кăна май килнине ăнлантарчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен автономийĕ «Туслăх» ятлă.
ЧНК президиумĕн,  культура комитечĕн пайташĕ Раиса Васильева Онлайн мелĕпе пуçланă ăсталăх урокне  малалла тăсса тĕрлĕ тĕрĕ-çĕвĕ вĕрентрĕ. 
   Сургутран килнĕ хăна Шупашкарти Туслăх çуртĕнче те пулнă. Унăн ертÿçипе Юрий Токмаковпа тата ытти халăхсен наци автономийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Туслăх çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.
Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Татьяна Юрьевна И.Н.Ульянов ячĕлĕ чăваш патшалăх университечĕн ертÿçипе Андрей Александровпа тĕл пулса Сургутри чăваш çамрăкĕсене çак сумлă вĕренÿ заведенийĕнче вĕренме йыхравласси çинчен калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *