Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ГУРТНЕР-ТАЙМАСОВА: «ФРАНЦУЗСЕМ ХĂЙСЕН ФОЛЬКЛОРНЕ ПӖЛМЕÇÇӖ»
(Тутарстан чăвашĕсен «Сувар» хаçатĕнче пичетленнĕ)

Ун пирки вăл чăваш халăхӗн Францири официаллă мар элчи теме пулать. Тутарстанран куçса кайсан та ăна чăваш халăхӗн пуласлăхӗ хумхантарма пăрахман. Çавăнпа ют çӗрте те пултарнă таран чăваш культурине аталантарас, унпа тӗнченеГалина паллаштарас ӗçе илсе пырать. Сăмах Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра çуралса ӳснӗ Галина Таймасова (Спиридоновна) çинчен, халӗ вăл Гуртнер хушаматпа çӳрет.

Мадам Гуртнер Францин Çурçӗр хӗвелтухăçӗнче вырнаçнă Лорейн районӗнчи Марспиш ялӗнче мăшăрӗпе Аланпа пурăнать. Нумай пулмасть Галина Михайловна редакцие килсе кайрӗ, çуллана вăл тăван ялне килнӗ иккен. Эпир унран Францири çынсен пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пама ыйтрăмăр. Калаçу интереслӗ пулчӗ.

– Галина Михайловна, миçе çул çитрӗ эсир Раççейрен тухса кайни?
– Францире ӗнтӗ эпӗ 13 çул пурăнап. Хӗр патне Люксембурга тухса кайрăм та унтах юлтăм. Ăна ача пăхма пулăшрăм. Вăхăт иртет. Малтанхи çулсенче йывăр пулчӗ. Чун макăрчӗ темелле-ши? Урама тухатăн та пӗр палланă çынна курмастăн. Вӗсен хушшинче палланă тăван сăн çук. Ют халăхчӗ. Хуллен хăнăхрăм. Унта пурнăç илемне туйма хама çӗнӗрен вӗрентрӗм. Пӗрремӗшӗнчен, француз чӗлхине вӗренме, иккӗмӗшӗнчен, хама тыткалама, виççӗмӗшӗнчен, вырăнти халăхпа паллашма тиврӗ. Малтанхи çулах 3-4 уйăхран французсен ансамбльне çӳреме пуçларăм. Юрлама юратакан çын та-ха эпӗ. Хуняма çавна кура​ ялта ансамбль пуррине пӗлтерчӗ.
– Фольклор ансамблӗ-и?
– Вӗсем унта фольклор мӗнне пӗлмеççӗ. Ку мана тӗлӗнтерсе ячӗ. Хам та французсен авалхи юррисене юрлатпăр пуль тесе кайнăччӗ. Вӗсем Селин Дион, ытти юрăçсен юррисене шăрантараççӗ. Вунвиçӗ çул пурăнса та икӗ хутчен кăна вӗсен ташшине, костюмӗсене куртăм, фестивальте. Мана та ташша явăçтарчӗç. Хăш-пӗр хусканăвӗ чăвашсенни пек те туйăнчӗ. Авалхи юррисене илтеймерӗм-ха.
– Апла пулсан чăвашсем пит маттур халăх, эпир авалхи юрă-ташăсене те çак куна çитернӗ. Пирӗн фольклор мулран та мул пулса тăрать.
– Танлаштарсан, Раççейре пурăнакан халăхсен хушшинче те чăвашсем йăла культурипе чи пуян халăх шутӗнче. Манăн хреснанне ак 93-ре, шел те, вырăнпа выртать халӗ. Анчах ăнӗ çирӗп. Туй юррисене юрласа пачӗ, пӗр чарăнмасăр 17 куплет. Наратлăри «Шуçăм» ансамбле мухтас килет. Хам та ачасен ансамбльне ертсе пынă, фольклор юррисенчен пуçланă. Кукамай юррине те репертуара кӗртнӗччӗ. Француз халăхӗпе пире танлаштарсан уйрăмлăхӗ питӗ пысăк. Чăваш культуринче фольклор питӗ пысăк вырăн йышăнать. Ку вăл тăван çӗршывăн пуянлăхӗ, илемӗ. Ура айӗнчех вӗт ылтăн сарăлса выртать. Чăвашсен йăли-йӗрки вăл пысăк тупра, еткер. Ăна упрама пӗлмелле.
– Ахаль французсем пӗлеççӗ-и Раççей халăхӗ йăла-йӗрке культурине тытса пынине, манманнине?
– Интернет урлă халӗ темӗн те пӗлеççӗ пулӗ. Манран ыйтман. Çулталăкра икӗ хутчен унта наци фестивалӗсем иртеççӗ, пӗри май уйăхӗн вӗçӗнче – кӗвӗ уявӗ. Унта эпӗ те хутшăнатăп. Тепри, эмигрантсен уявӗ, сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче иртет. Çак фестивальсенче манăн, бенефис темелле-ши, пулать. Çын кая пӗлмест умран, çӗршерӗн селфи (хăвна ху сăн ӳкерни. –Авт.) тăвасшăн манпа.
– Чăвашла юрлатăр пуль?
– Ара. Чăваш тумне, тухйине тăхăнатăп та сцена çинче юрлап. Кашни халăха 20 минут параççӗ. Мана пӗччене тӳрех 20 минут нумай, çавăнпа антрактпа 10-шар минут юрлатăп, эп каннă вăхăтра ытти наци çыннисем тухаççӗ. Поляксем, тайсем, китайсем хутшăнаççӗ. Французсем вара хăйсен фольклорӗпе мар, американсен кантри ташшипе тухаççӗ. Мӗншӗн-ха французла тухса юрласа-ташламалла мар? Ăнланмастăп çакна. Те пирӗн районта кăна çапла? Вӗсен юррисем çав тери илемлӗ-çке. Пӗччен наци çурчӗн палаткине пуçтарма йывăр тесе эпир пӗр поляк тата украин пӗрле пуçтарăнтăмăр. Коронавирус пулнипе иккӗмӗш çул ӗнтӗ фестивальсем иртмеççӗ.
– Апла Франци халăхӗ чăваш юррипе сирӗн урлă паллашать?
– Çапла. Вӗсем «Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать» юрра питӗ юратаççӗ. Юлашки куплетне французла та куçартăм. Хам çырнисене юрлап. Вырăслисене – «Очи черныене» тата «Калинкăна» юрлама ыйтаççӗ, «Катюшăна». Кăçал Наратлăра пурăннă чухне ăна чăвашла куçарчӗç. Ăна ачасемпе пӗрле Çӗнтерӳ кунӗнче юрларăмăр.
– Галина Михайловна, эсир юрăсем çыратăр, музыка пӗлӗвӗ пур-и сирӗн?
– Ман нимӗнле музыка пӗлӗвӗ те çук. Пултарулăх атте-аннерен куçнă пулӗ.
– Нота грамотине те пӗлместӗр-и? Кӗввине мӗнле çыратăр?
– Çук, пӗлместӗп. Мӗнле тухать кӗвви манран – çапла пулать. Кӗввине юрласа парса оранжировщиксене ярса паратăп та вӗсем çыртараççӗ. Паллах, тен, вӗренмелле те пулнă пулӗ. Ял пурнăçӗн хăйӗн йывăрлăхӗсем. Вӗренӳ пирки шухăшласа та çитереймен пулӗ. Çапах Чăваш патшалăх университетӗнче вӗренни чăвашлăха хамра пур енлӗ аталантарса çитернӗ. Тăван халăхпа чăваш чӗлхипе таса калаçма пултарнишӗн савăнатăп. Францире пурăнатăп та пур халăх та хăй тăван чӗлхине пысăк вырăна хунине курап. Люксембурга, Германие каятăн-и – пурте те хăй чӗлхипе калаçма тăрăшаççӗ. Люксембургра, сăмахран, тӗп чӗлхе​ французли. Вӗсене «бонжур» тесе сывлăх сунсан куç айӗн пăхса илеççӗ те «моен» тесе иртсе каяççӗ. Мӗншӗн тесен хăйсен тăван чӗлхине çӳлерех вырăна хураççӗ. Хамăрăн тăван чӗлхепе танлаштарсан чӗре ыратать. Мӗншӗн-ха чăвашсем тăван чӗлхепе калаçнине вырăна хумаççӗ? Францире сцена çине тухсан чăвашла калаçса хампа паллаштаратăп. Малтанласа мана: «Эсир вырăсла каларăр-и?» – тесе ыйтатчӗç. Чăвашла тесен: «А, вырăссен пуç тăхăнмалли урăхларах пулнине курнăччӗ», – теççӗ. Вара вӗсене чăвашăн хăйӗн чӗлхи, çырулăхӗ, культури пуррине,​ Раççей халăхӗ нумай нациллӗ пулнине ăнлантаратăп. Нумай француз Хусана футболпа хоккей командисем урлă пӗлет. Вӗсене чăвашсемпе паллаштарма пултарни мана питӗ савăнтарать. 2013 çулта эпӗ Чăваш пӗрлешӗвне йӗркелесе ятăм. Мӗнле йывăр пулсан та.
–Миçен эсир унта?
– Йышлă мар, ӗçлекенӗсем иккӗн, ыттисем кӗртнӗ çынсем. Чăвашсене пуçтарма йывăр. Малтан тутарсемпе пӗрлешесшӗнччӗ. Вӗсене Тутарстанран лайăх тӗрев параççӗ. Парижа Хусан мэрӗ Ильсур Метшин та килсе кайнăччӗ. «Мӗншӗн чӗнмерӗр?» – тесе ӳпкелешсе те илтӗм кайран. Тепринче чӗнме сăмах пачӗç. Ильсур Раисович мана лайăх пӗлет, курсан сăмах чӗнмесӗр иртмен. Паянхи пурнăçра ăшă сăмах калани кирлӗ, çын чунне, ун тӗревне туймасăр пурăнма йывăр. Ман шутпа, пур çынна та вăл кирлӗ. Чăваш чӗлхин шăпи кашни çынран килет. Ку чухне «Шăнкăрав» ансамбле йӗркеленӗ Борис Никитинăн сăмахӗсем аса килеççӗ. Вăл пуçланă ӗçе малалла тăсас, тăван халăха пулăшу парас килет. Вăрçакансем те пур. «Францие тухса тарнă та, халӗ чăвашла вӗрентес тесшӗн», – теççӗ. Эпӗ тăван халăхран уйрăлман, тухса та тарман. Вăхăчӗ çапла пулчӗ. Пӗр куна та тăван халăха асран кăларман. Тăвансемпе те çыхăнăва çухатман. Çимӗкре кукаçи енчи мӗнпур тăвана пуçтартăм. Ку мана питӗ те кирлӗ.
– Галина Михайловна, французсен​ пурнăçӗ пирки те пӗлес килет. Мӗнле пурăнаççӗ ахаль граждансем? Ват çынсен пенсийӗ пурăнма çитет-и? Пуянсемпе вăтам сий хушшинчи уйрăмлăх пирӗн çӗршыври пек пысăк-и?
– Францири хам пурăнакан ялта пуянсене пит курман. Ак, çуралса ӳснӗ тăван ялтах епле капмар çуртсем лартаççӗ. Кашни кил умӗнче темелле 2-3 машина ларать. Пӗкӗлмерен тухсан 2-3 хутлă çуртсем лараççӗ, хапхисене курса тӗлӗнетӗн. Францире ун пек çуртсем курман. Пуян провинцисем пур, паллах. Миллионерсем хушшинче пурăнмап, çавăнпа Францири пуянсем мӗнле пурăнни çинчен калаймастăп. Хамăр районта эпир пит сăпайлă пурăнатпăр, çукпа та аптрамастпăр. Сăмах май, Францире çук çынсем нумай. Вӗсем те ӗçлеме юратмаççӗ? Унта «Красный крест» волонтер организацийӗ аван ӗçлет. Икӗ евро паратăн та пӗр хутаç апат-çимӗç парса яраççӗ. Ик эрнерен тепре килетӗн. Хам та виçӗ çула яхăн çапла пурăнтăм. Апачӗ чапли мар ӗнтӗ, чылай чухне вăхăчӗ тухма нумай юлманни. Çапах та французсем ăна тиркемеççӗ. Тӳлевсӗр-çке. Тăхăнмалли енчен те французсем пит аван тумланаççӗ теме çук. Çав «Красный крестах» килсе хăйсем валли те, ачисене те тумтир суйлаççӗ. Çакăн йышши акци тăван ялта та, Наратлăра, пуçарма шутларăм та, манран кулса: «Халӗ пирӗн халăха çын хыççăн тăхăнтараймастăн. Выçă лараççӗ, анчах тухса кӗме çӗнӗ кӗпе туянаççӗ», – терӗç. Пурнăçӗ хаклă Францире. Налогсем шутсăр пысăк, 45 процент таран. ÇКХ тарифӗсем те 20 процента çитеççӗ. Пуянсем Люксембургра пурăнаççӗ. Калăпăр пӗр-пӗр ӗçшӗн Францире 3,5 пин евро тӳлеççӗ пулсан, Люксембургра – 7 пин евро. Анчах ӗçе вырнаçма​ питӗ йывăр, уйрăмах эмигрантсене. Ют çӗршывран килнӗ çын икӗ аслă пӗлӳллӗ пулсан та. Нумайăшӗ урай çуса пурăнать. Француз пулмалла аван ӗçе вырнаçас тесен.​ ​
– Вăтам пенси, пурăнмалли минимум унта мӗн чухлӗ?
– Пӗр хӗрарăма пӗлетӗп, унăн пенсийӗ 350 евро. Пирӗн укçапа 24 пин пулать те, Францире ку укçапа пурăнма çук. Çутăшăн, газшăн нумай тӳлемелле. Июльтен тарифсем каллех ӳсрӗç. Францире пӗр уйăх пурăнма сахалтан та 700 евро кирлӗ. Йывăр вăхăтра 50 европа та ик эрне пурăнни пулнă. Питӗ перекетлӗ французсем. Вӗсен пирӗнни пек кранран шыв юхса выртмасть,​ пӗр минута пӳлӗмрен тухсан та çутта сӳнтеретпӗр. Ваннăра та шыв тултарса выртаймастăн. Шыв çав тери хаклă, душра вăш-ваш çăвăнса илен те – çитнӗ. Кунта мунчара мӗн чухлӗ шыв тăкăнать, унта апла мар. Чӳрече карри çакмаççӗ, тумтире якатса тăхăнмаççӗ. Утюг энерги нумай çунтарать. Францире пӗрремӗш хут терапевт патне кайсан тухтăр та кӗпине якатмасăр тăхăннине курсан тӗлӗннӗччӗ.
– Вăт кулăш, Раççей элити Европа халăхӗн хыткукарлăхӗнчен тухнă йăлана тренд вырăнне хурса юри лӳчӗркенчӗк çӳрет. Пурте мар, паллах.
– Ман шутпа, пирӗн халăх вăл енчен чылай тирпейлӗрех. Хусана килтӗм те мӗн чухлӗ хитре хӗр-хӗрарăм кунта. Францире ун пек илемлӗ кӗпе тăхăннă çынна сахал куратăн. Ваттисем те ирттереççӗ пирӗн. Ăçта та пулин кайсан эпӗ чи лайăх тăхăннă хӗрарăм унта. Театра епле хитре тăхăнмалла мар ӗнтӗ? Вӗсем çăвăнмасăрах пырса лараççӗ. Пальто-таврашне гардероба памаççӗ, кайран кӗтсе тăрас килмест вӗсен. Урайнех пăрахаççӗ – пальтине те, сумкине те. Çав енӗпе культура çук. Хамăрăнах хитре. Эпӗ капăрланса килетӗп те: «О, пирӗн чувашка çитрӗ», – теççӗ вара. Париж илемлӗ, анчах таса​ хула теме çук. Килсӗррисем нумай унта. ​
– Французсем киле кӗнӗ чух ура хываççӗ-и? Е американсем пек пушмакпах кӗреççӗ? ​
– Çук, нихăçан та хывмаççӗ. Кӗреççӗ те каяççӗ çаплипе. Упăшкана аран пушмак хывма вӗрентрӗм.
– Урамӗсем таса пуль, варланмасть?
– Варланать ӗнтӗ. Çуса тухатăн та йӗрлесе çӳреççӗ. Çывăрмалли пӳлӗме те çаплипех кӗреççӗ. Юлташӗсене те ура хывма хушаттăм. Халӗ хăш-пӗри çӳреме пăрахрӗ пирӗн пата. Ман упăшка питӗ ырă çын, çавăнпа усă кураççӗ те. Хăй вăл юлташӗсем ăçта пурăннине те пӗлмест. «Мӗнле юлташ пултăр-ха, енчен те эс ун патӗнче пӗрре те пулман пулсан?» – теттӗм ăна. Хăй вăл пурне те хавас, ӗçтерсе-çитерсе кăларса ярать. Вăт ура хывма ыйтни хăшӗ чăннипех юлташ, хăшӗ вара майпа усă курни йăлт палăрчӗ.
– Миçе çул пӗрле эсир?
– Çичӗ çул. Унпа пӗрлешиччен Теонвильте пурăнаттăм. Илемлӗ хулаччӗ. Хама пурăнма панă социаллă хваттере тӗпрен юсаса çӗнетнӗччӗ, çурт умне чечексем лартнăччӗ.
– Раççейре хитре хӗрарăма француженкăпа танлаштараççӗ. Мӗнлерех-ха вăл Франци хӗрарăмӗн вăтам сăнарӗ?
– Çакăн чухлӗ пурăнса та эпӗ вӗсене ăнланса пӗтерейместӗп-ха. Француженкăсем хăйсене пуçтарма те вăхăтне тупаймаççӗ, те кăмăлӗ çук? Франци хӗрарăмӗ тулли хакпа нимӗн те туянмасть, йăлтах 70 процент скидкăпа илет. Лайăххи, чăн та, питӗ хаклă. Эпӗ хам та скидкăсăр илсе курман унта. Раççейпе Франци хӗрарăмӗ хушшинче пысăк уйрăмлăх. Франци хулин урамӗпе хитре хӗрарăм утса пырать-тӗк вăл е Раççейрен, е Украинăран. Француженкăсем те тӗрли пур, паллах. Анчах пӗтӗмлетсен, вӗсен менталитет çапларах. Упăшкаран та: «Мӗншӗн мана суйларăн?» – теп те. Вăл: «Пӗрре курсах, о, ку ман хӗрарăм терӗм», – тет. Мухтанса каламастăп, паллах. Мода енчен пăхсан, Францин дизайнерӗсем питӗ вăйлă, тӗнчипе палăрса тăраççӗ. Хакӗсем пысăк. Пӗррехинче эпӗ те вӗсене тӗлӗнтертӗм – Шупашкарти пасарта туяннă кӗпепе. Ăçтан илтӗн, епле хитре теççӗ. Тыта-тыта пăхаççӗ вӗт. Италири Миланра пурăнакан Светлана тусăм та хăй валли çак кӗпене илсе ярса пама ыйтрӗ. Шупашкарти пасартан туянтăм тесен ӗненесшӗн пулмарӗ (кулать). Вăл бутиксенче тумланма юратать.​ Шупашкарта илнӗ чух кулăшла пулса тухнăччӗ. Тăхăнтăм та, иртен-çӳренрен ыйтатăп: «Мӗнле, сире ман кӗпе килӗшет-и?» – тетӗп. «Пырать ӗнтӗ, çӗрулми миххи вырăнне», – терӗ пӗри. «О, апла туянатăп, Францире шăп та лăп пулать», – терӗм. Францире халӗ çав кӗпепе сцена çине тухатăп.
– Арçыннисем епле?
– Вӗсем сăн-питпе интереслӗрех пек туйăнать. Те хам хӗрарăм пулнипе.
– Мăшăрăр кам пулса ӗçлет?
– Пекарь вăл ман. Халь пенсире.
– Тутлă круассан пӗçереет апла.
– Круассан тесен пӗр чăваш хӗрарăмӗ калани аса килет. «Ой, ман Парижа кайса тутлă круассанпа кофе ӗçес килет», – тет. Круассан çиме эпӗ хăраса тăратăп. Тӗрли пур. Çиме тытăнан та çурри тӗпренсе пӗтет, пыра хӗртет. Çавăнпа çиместӗп. Кофе тутлă. Круассана Пӗкӗлмере çав тери тутлă тăваççӗ, ун пеккине урăх ниçта та тутанман. Вăт круассан-тăк круассан. Тӗрӗссипе, кунти ял апачӗ самай тутлăрах. Тăпăрчи, сӗчӗ, çăмарти, хăяр-помидорӗ. Францире, те çӗрӗ тăмлă пулнипе, помидор резина пек, хытă, ним тути те çук. Кунта çав хатер тутлă, çăварта ирӗлет. Какайӗ те тутлă мар. Борщ пӗçерес килет те, ашне вӗретен-вӗретен, шывӗ шап-шур пулса каять, хими шăрши кӗрет, хытă. Кунти ашпа шывӗ çап-çутă, витӗр курăнать, какайӗ саланса каять.
– Выльăхне мӗн çитерсе ӳстереççӗ вара?
– Чăх-чӗп, сысна хăвăртрах ӳстӗр тесе биохутăшсем нумай параççӗ. Çавăнпа халӗ мăсăльмансенчен какай-тавраш илме пуçларăм.
– Мӗн килӗшет Францире?
– Юррисем. Вӗсен сăввисене пăхмасăр вӗренеп. Çавăнпа икӗ ансамбле харăс çӳреме пуçларăм. Кантри ташлама çӳреттӗм те, пăрахрăм. Йогăна çӳреп. Ахаль ларма юратмастăп. Вăрмансем хитре унта. Пӗррехинче унта йăлт тасатса тухрăм. Çӳп-çап нумай пăрахаççӗ унта. Купасем туса хутăм та пӗр хӗрарăм мана: «Мӗн тума пуçтартăр, халӗ пӗри чӗртсе ярсан вăрман лаппăшпе çунма пултарать», – тет. Упăшкана каласа патăм та вăл мэрие кайрӗ. Арăм ырă ӗç тунă, мӗншӗн çынсем ăна хăртса калаççӗ?» – тенӗ. Мэр вара икӗ çынна парса пӗр уйăх пуçтарнă çӳп-çапăн пӗр купине çунтарттарчӗ, иккӗшне пуçтарса кайрӗç. Мэр мана халь «пирӗн ял çынни» тет хисеплесе. Марспиш ятлă пирӗн ял. Пин ытла çын пурăнать унта.
– Ял хуçалăхӗпе пурăнать-и халăх?
– Çук. Пахча та пурин те мар. Фермерсем уйрăммăн пурăнаççӗ. Тӗрлӗ услугăсем парса, суту-илӳпе пурăнать халăх. Кафесем, парикмахерскисем нумай, ял тавра хирсем çук. Малтан пурăнакан çӗрте шăпах фермерсем нумайччӗ. Фермерсене патшалăх пулăшăвӗ çук, инвесторсем те. Патшалăх учрежденийӗсене кăна пулăшу пур. Коронавирус тапхăрӗнче пит йывăра килчӗ вӗсене, забастовкăна та тухрӗç.
– Парижран инçе пурăнатăр-и?
– Машинапа пӗр 4-5 сехет, 350 километр пулӗ. Поездпа сехет çурă каймалла. Упăшкапа поездпа çӳретпӗр.
– Раççее каялла таврăнма шутламастăр-и?
– Ман пурнăç унта халӗ. Чунăмпа эп ялан тăван ял-йышпа. Кашни çул тăван ялта темиçе уйăх пурăнса каятăп. Кăçал апрельте килтӗм те халӗ тин каялла пуçтарăнатăп. Тепӗр çул упăшкана та Наратлăна илсе килес килет-ха. Чăвашсем мӗнле пурăннине курса кайтăр. Хăй те пит килесшӗн. Тăван ялпа уйрăлма йывăр. Унта пурăнакан ват çынсемпе калаçма юратап. Нумайăшӗ аттене курнă, ăна астăвать. Çавăнпа хаклă вӗсем каласа пани, хисепе хуни. Маттур çынсем пурăнаççӗ кунта. Никаноровсем маттур çынсем, вӗсем Наратлăна хăйсен тăрăшулăхӗпе пуянлатса ячӗç. Шурлăхлă вырăна тасатса кӳлӗ турӗç. Ял халăхӗ унта шыва кӗрет шăрăхра. Çавăнтах мунчи те, канмалли вырăн та пур. Таçтан та килеççӗ унта. Çакăн пек çынсене чун-чӗререн тав тăватăп. Илья Яковлев пултаруллă çын, хăй чирлесе тăрсан та​ чиркӳ турӗ ялта, 2019 çулта уçăлчӗ. Валя Ушакова, Елена Свежинкина тăван ялшăн нумай тăрăшаççӗ. Савăнатăп хамăр ялшăн, Франицре пурăнсан та вăл манăн чӗремре.

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
Сăнӳкерчӗксем Г.Гуртнер-Таймасован харпăр архивӗнчен.​ ​ ​ ​

Подробнее:
http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/galina-gurtner-taymasova-frantsuzsem-khaysen-folbklorne-plmecc

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *