Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ — чӑннипех пӑлхануллӑ та савӑнӑҫлӑ кун. Уйрӑмах пӗрремӗш хут шкул картлашкине ура пусакансешӗн тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗшӗн.
Кӑҫал республикӑра 16700 шӑпӑрлан шкул сакки  ҫине  пӗрремӗш хут ларчӗ. Вӗсенчен 312 ача Муркаш районӗнче.
Вӗсене саламлама Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ҫитрӗ.
» Хисеплӗ ачасем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ! Сире Пӗлӳ кунӗпе чунттан саламлатӑп. Вӗренӳ сирӗншӗн анлӑ ҫул, нумай ҫӗнӗлӗх уҫса патӑр, кашни кун  ыррипе, усӑллипе асра юлтӑр»,- терӗ Николай Угаслов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *