Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕ» уçăлĕ

Çак кунсенче ку тăрăхри паллă вырăн пулмалли парка туса пĕтернĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра паркри наци çурчĕсене хăтлăх кĕртсе халăхсен йăли-йĕрки, культури çинчен каласа паракан экспонатсемпе пуянлатаççĕ. Экспонатсене Раççейĕн пур кĕтесĕсенчен те илсе килеççĕ.Ытти нацисен çурчĕсем хушшинче чăваш картишĕ, çурчĕ-йĕрĕ хăтлă курăнать. Чăваш килĕ, виçĕ пайран тăракан хапхи, çурта кĕмелле калитке, сăра вĕретмелли лаç, столяр мастерскойĕ тата ытти те илемлĕн те тирпейлĕн хăпарса ларнă. Самар тăрăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Людмила Павлова тăрăшнипе чăваш картишне чылай экспонат илсе килсе вырнаçтарнă. Вĕсене Чăваш Республикинчен, Чĕмпĕрпе Самар тата ытти тăрăхсенчен пуçтарнă. Халăхсен туслăхĕн паркне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Самар хулине Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, конгресăн Каçалти уйрăмĕн ертÿçи Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» халăх ансамблĕ кайма хатĕрленеççĕ. Паллах, вĕсем Самарти чăваш картиш-музейне валли парнесем те илсе кайĕç.

ЧНК пресс-служби.

OLYMPUS DIGITAL CAMERA

#чувашскийнациональныйконгресс#чувашисамары#Паркдружбынародовсамары

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *