Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Космонавт амăшĕн палăкне тĕппипе çĕнетнĕ

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 92 çул çитрĕ.
Çак ятпа вăл çуралнă Шуршăлта анлă мероприятисем иртнĕ. Чи малтанах космонавтăн амăшĕн Анна Алексеевна Николаевăн вилтăприйĕ çинче тĕплĕн çĕнетнĕ палăка уçнă. Чăваш халăхне чапа кăларнă мухтавлă Андриянăн амăшĕ чăннипех те пысăк чыса тивĕçлĕ. Çакна палăка уçма килнисем темиçе хут та палăртнă.
Асăну палăкне Чăваш Республикин промышленноç тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Митрофанович Митрофанов пуçарнипе çĕнĕ сăн панă. Укçа енчен пулăшакансен шутĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, «Тус» строительсен компанийĕн тĕп директорĕ Николай Федорович Угаслов та пур.
Хăнасем Андриян Николаевăн ытти тăванĕсен вил тăприйĕсем патне çитсе пуç тайнă.
Малалла митинг космонавтика музейне куçнă. Мероприятие килнисем Андриян Николаевăн асăну комплексĕнчи часавая кĕрсе унăн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хунă, музейри çĕнĕ куравпа паллашнă.
Çав кунах йăлана кĕнĕ велочупу та иртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *