Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Академикăн кĕнекисене конгреса парнеленĕ

Нумаях пулмасть Лев Пантелеймонович Кураков акдемик хăй пурăннă чухне çырса хăварнă «Эпоха разума, гуманизма и чести. Письма сыну» мемуарĕ пичетрен тухрĕ. Кĕнекене мухтавлă академикăн мăшăрĕ Альбина Дмитриевна Куракова тăрăшнипе кун çути кăтартнă. Çак кунсенче Альбина Дмитриевна мемуарăн 120 экземплярне Чăваш наци конгресне парнелерĕ. Хаклă тупрана конгресра ĕçлекенсем юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей ытти регионĕсенчи тата ют çĕршыври чăваш наци-культура автономийĕсен Аслă Пухăва килекен делегачĕсене парнелес шутлă.

Кĕнекесене Альбина Дмитриевна ыйтнипе конгреса Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕн председателĕ Лидия Михайловна Филиппова çитерсе пачĕ. Мемур-кĕнекен пахалăхĕпе содержанийĕ питĕ пуян. Лев Пантелеймонович ăна темиçе çул каялла вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă ывăлĕ, Владимир Львович патне шăрçаланă 15 çыру пек калăпланă. Мемуарта академик хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн уçса панă. Унта хăш-пĕр паллă политиксемпе общество ĕçченĕсен пурнăçĕ те сăнланнă.

Паллах, Лев Кураков çамрăксене, халь пурăнакансене пурнăç çине мĕнлерех пăхмаллине, пурăннă чух хăвăн çинчен ырă ят хăвармаллине ăнлантарас тĕллевпе çырнă пулнă.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата президиум пайташĕсем Альбина Дмитриевна Кураковăна хаклă парнесемшĕн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ, çирĕп сывлăх сунаççĕ.

ЧНК ĕçтăвкомĕ.

#чăвашчĕлхи #нациконгресĕ #МемуарКуракова #Дар

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *