Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Чăваш ташши илемĕ» регионсен шайĕнчи тăваттăмӗш фестиваль

Чăваш наци конгресĕнчи культура комитечĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекчĕ малалла ĕçлет. Проектпа килӗшӳллӗн «Чăваш ташши илемĕ»» регионсен шайĕнчи тӑваттӑмӗш фестиваль кăçал онлайн мелĕпе иртет. Фестивале Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланӑ. Ӑна йĕркелекенӗсем — комитетри виçĕ профессионал-хореограф: Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина тата Алиса Лукина.

«Чăваш ташши илемĕ» — хамăрăн пуян культурăна, чӑваш ташшине тата йăла-йĕркене анлă сарма, унпа ытти халăх çыннисене паллаштарма, ташлас ăсталăха туптама пулăшакан чи лайăх мел. Çак фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн.

Вера Архипова,
ЧНК культура комитечĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *