Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов Леонид Черкесова яваплӑ ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑнчӗ.
Ларура Ассамблея 2016-2020 ҫулсенче туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ.
Шел, ҫак общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи, хисеплӗ  Лев Кураков академик пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлнӑ пирки ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйлама лекрӗ.
Пӗр саслӑ пулса ҫак сумлӑ та питӗ яваплӑ вырӑна  Раҫҫей Патшалӑх Думин депутатне Леонид Ильич Черкесова суйларӗҫ.
Николай Федорович Угаслов Леонид Ильича саламласа ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ   тӑрӑшма сунчӗ.

(Сӑнӳкерчӗксем Л.И.Черкесов страницинчен)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *