Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чǎваш тĕнчин асамлǎ вǎйĕ таса çǎлкуç пек тапса тǎтǎр

Вǎл ĕмĕрсем иртсен те кашни чǎваш чĕринче, чунĕнче мǎнаçлǎх туйǎмĕ, ырǎ та çутǎ ĕмĕт шухǎшсем вǎраттǎр, тĕнчери чǎвашсене пĕр çĕре пуçтарǎнса улǎпла утǎмсемпе малалла утма хавхалантартǎр, аки-сухипе атте-аннене асра тытма вǎй-хǎват патǎр.

Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ шǎпах çак сǎмахсене ǎша хывса ĕçлекен хастар хĕрарǎмсене пĕрлештерет. Кашниех чǎвашлǎха упрас ĕçе çĕнĕ варкǎш кĕртме тǎрǎшать. Мухтавлǎ чǎваш çĕрĕн сулмаклǎ утǎмĕсен çул-йĕрне тишкернĕ май, несĕлĕмĕрсен авалхи ырǎ йǎли-йĕркисене упрассипе курǎмлǎ ĕçлет, чǎваш хĕрарǎмĕн ят-сумне çĕклессипе нумай тимлет. Пĕтĕм Тĕнчери Ял Хĕрарǎмĕсен Кунне халалласа — «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе виççĕмĕ çул регионсем шайĕнче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс иртет. Конкурс тĕллевĕ –ача амǎшĕсене хисеплесе вĕсен ăс-хакăлне ÿстерсе аталантарасси, пултаруллăхне халăх умĕнче кăтартасси тата вĕсене общество ĕçне хастар явǎçтарасси; влаç тытмне, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене ял хĕрарăмĕсен прависене хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăртарасси, çемьери хутшǎнусене çирĕплетесси, çитĕнекен ǎрǎва халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕркисем урлǎ тǎван ене тата чĕлхемĕре юратма вĕрентесси.

Конкурса йĕркелесе иртерессипе ĕçлекен комисси çурла уйǎхĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ черетлĕ ларура конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕ вĕçленнине, унта чǎваш ялĕсенче пурǎнакан 16 хĕрарǎм хутшǎннине çирĕплетрĕ, вĕсенчен 8-шĕ – иккĕмĕш тура тухма тивĕçнине палǎртрĕ. Чи пултаруллисен йышĕнче Кузнецова В. Г. Патǎрьелĕнчен, Платонова Л. Ю. Красноармейскинчен, Иванова С. А. Муркашран, Михуткина Р. В. Çĕмĕрлерен, Иванова Н. Г. Етĕрне районĕнчен, Герасимова Л. И. Çĕрпӳ енчен, Никитина В. Л. Пушкǎртран, Сафронова Н. И. Оренбург тǎрǎхĕнчен. Эпир вĕсене саламлатпǎр, черетлĕ, пĕтĕмлетӳ тупǎшǎвĕнче ǎнǎçу сунатпǎр.

Регионсен шайĕнче иртекен «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурсǎн иккĕмĕш тапхǎрĕ октябрĕн 8 — мĕшĕнче Шупашкарта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чǎваш патшалǎх çамрǎксен театрĕнче иртет. Ларура конкурсǎн пĕтĕмлетӳ тапхǎрне(финалне) ирттерес йĕркене улшǎнусем кĕртрĕмĕр. Чи малтанах, чǎваш апат-çимĕçĕ курава хутшǎнмалла. Конкурса хутшǎнакансем хǎйсем хатĕрленĕ чǎваш апат-çимĕçĕнчен курав йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш тапхǎрта хуран кукли пĕçернине инçет курав мелĕпе кǎтартнǎ пулсан, финала тухнисен сĕтелĕ çинче — хуплу е шǎрттан пулмаллах. Сĕтеле илемлетме сĕтел çитти хатĕрлемелле. Иккĕмĕш конкурс – «Хǎйсемпе паллаштарни». Икĕ минутра ĕлкĕрмелле, видео роликпа усǎ курма та пулать. Виççĕмĕш – «Хĕрарǎм-кил ǎшшине упраканĕ». Кунта çемьепе çыхǎннǎ, ламран-лама куçса пыракан йǎла-йĕркепе паллаштармалла. Пилĕк минут вǎхǎт паратпǎр. Тǎваттǎмǎш конкурс «Хĕрарǎмǎн пултаруллǎхĕ». Тупǎшǎва хутшǎнакансен Сǎрпа Хусан чиккисене тǎвакан асанне-кукамайсен паттǎрлǎхне аса илтермелле. Тǎватǎ минутра ĕлкĕрмелле. Эпир регионсем шайĕнче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурсǎн финалисчĕсене саламлатпǎр, ǎнǎçу сунатпǎр. Чǎваш тĕнчин асамлǎ вǎйĕ таса çǎлкуç пек тапса тǎтǎр, ǎруран ǎрǎва куçса çирĕпленсе пытǎр. Эпир чǎвашсем, вǎйлǎ халǎх пулнине пурте курччǎр.

Конкурса хутшǎнакансен юпа уйǎхĕн 8 –мĕшĕнче Шупашкарта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чǎваш Патшалǎх çамрǎксен театрне 12 сехетре çитмелле. Конкурс 17.00 сехетре пуçланать. Тĕплĕнрех 89373987533 телефон номĕрĕпе шǎнкǎравласа пĕлмелле.

Юлия Мареева, ЧНКан «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ.

(ЧНК архивĕнчи сǎнсем)

#чнк #Хĕрарǎмсанумǎнтатаятǎппуçǎма #конкурс

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *