Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Раççейре пурăнакан чăваш халăхне чĕнсе калани

Хаклă ентешсем!
2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланса чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен Раççейре Халăх Çыравĕ иртмелле.
Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем. Вĕсен хушшинче хăш чĕлхе тăваннине палăртмалли ыйту та пур.
2010 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕнче чăвашсем шучĕпе пиллĕкмĕш вырăнта, пурĕ 14000000 çын шутланаççĕ. Вĕсенчен 814 пин çын Чăваш Республикинче, ыттисем республика тулашĕнче пурăнаççĕ. Ку вăл 2002 çулхи Çырав кăтартăвĕнчен 14% сахалрах.
Хисеплĕ ентешсем, Раççей регионĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем! Хальхи Çыравра хăвăра ЧĂВАШ тесе палăртма ан манăр, ан вăтанăр. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштармĕ. И.Я.Яковлев халалне асра тытса пурǎнар. Чǎваш халǎхĕн чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пултăр.  Тăвансене, йăх-пĕлĕшсене, чăвашла пĕлмен, анчах та чунра чăваш юнĕ чупакан паллакансене те çакăн çинчен каласа ăнлантарăр.
Чăвашлăх – пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăлкуç. Ăна упраса, аталантарса пырасси – пирĕн тивĕç. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаҫланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!

#ЭПЧĂВАШ
#чăвашнациконгресĕ
#Чăвашчĕлхи
#Халăхçыравĕ
#Всероссийскаяпереписьнаселения

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *