Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Чăваш тĕнчи» хаçат. Президент колонки

ЧНК XI Аслă Пухăвĕ умĕн.

Кашни Аслă Пуху — историллĕ пулăм. Çитес XI Аслă Пуху та тĕнчипе саланнă чăвашсемшĕн яваплă та кĕтнĕ самант.
2022 çулта Чăваш наци конгресĕ никĕсленнĕленпе 30 çул çитет. Çак çулсенче пирĕн пĕрлешÿ хăй кирлĕ шайра ĕçлеме пултарнине, чăннипех те чăваш халăхне пĕрлештерсе, унăн культурине, чĕлхине, ырă йăли-йĕркине упраса хăварса аталантарас енĕпе тĕнче шайĕнчи организаци пулнине ĕçпе çирĕплетсе пачĕ. Вăл хамăр наци пуласлăхĕшĕн чунне парса тăрăшакансене пĕр тĕвве пухрĕ. 29 çул хушшинче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем нумай туса ирттерчĕ.
Эпир халăхăн пур ыйтăвне те шута илсе ĕçлеме тăрăшатпăр. Аслă Пухура çĕклеме палăртнă тĕп ыйту – чĕлхе ыйтăвĕ, чăваш чĕлхине пурнăçра усă курасси, ăна шкулта вĕрентесси.
Республикăра ку енĕпе кирлĕ майсем туса пама тăрăшни куçкĕрет. 2020 çулта Чăваш чĕлхине сыхласа хăварса аталантарас енĕпе Хушмапрограмма йышăннă, Чăваш тĕрри уявне çирĕплетнĕ. Çаксем ĕнтĕ вĕсем тĕллевлĕ ĕçленин çимĕçĕ, пирĕн пĕрлешÿ влаç умĕнче çĕкленĕ ыйтусене татса пани. Асăннă программăсене йышăнни пире малашлăха шанма, çирĕппĕн пăхма май парать. Анчах та вĕсене пурнăçлама пурин те тăрăшмалла. Регионсенчи чăвашсемшĕн те ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсен те аяккинче юлмалла мар.
Халĕ Раççей регионĕсенчи тата ытти çĕршывсенчи йăхташсен ĕç-хĕлне пĕлсе тăма, пĕр-пĕринчен ыррине вĕренме питĕ ансат та хăвăрт. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва çĕн технологисемпе усă курса хамăр халăхăн ырă енĕсем çинчен, историпе культури çинчен нумайрах пĕлме майсем туса парасчĕ. Пирĕн çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхепе кăсăклантарса ямалли çĕнĕ мелсем тăтăшах шырамалла. Тĕнче тетĕлĕнче тăван чĕлхене вĕренесси, ăна усă курасси сарăлса пырать. Çавăнпа ачасемпе тĕрлĕ проектсем, акцисем нумайрах шутласа тупса ĕçе кĕртсен аванччĕ.
Халĕ шкулсенче чăваш чĕлхи урокне эрнере пĕр сехет кăна вĕрентме пуçланă. „Вырăсланнă“ чăвашсене тăван чĕлхене алла илме пулăшакан пособисем те çукпа пĕрех. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсене ытти предметсем çине куçарса вĕсен квалификацине улăштартараççĕ. Вăтăр çул пирĕн чĕлхе вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи шутланать. Анчах та ашшĕ-амăшĕ хăйсем чăваш пулсан та, ачисене тăван чĕлхен кирлĕлĕхне ăнлантарма мар, ăна хирĕç тăратни питĕ пăшăрхантарать.
Чăваш çамрăкĕсем интернет меслечĕпе хамăр культурăна, чĕлхемĕре аталантарма тăрăшнине, тĕрлĕ соцсетьсенче чăвашла страницăсемпе ушкăнсем уçнине пирĕн ырламалла, çак енчен пирĕн вĕсене пулăшса, хавхалантарса пымалла.
Эпир пуласлăх –çамрăксенче тетпĕр. Регионсенче пурăнакан яш-кĕрĕмĕн чăвашлăх туйăмне ÿстерес, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетес тата паллах, пĕр-пĕрин çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарас тесе çулсерен «Кĕмĕл сасă», «Раççей чăваш пики», «Чăваш ташши илемĕ», «Çĕнĕ хум» конкурссене, чăваш çамрăкĕсен фестивалĕсене йĕркелетпĕр. Кăшăлвирус алхаснă вăхăтра та конгресс çак кирлĕ мероприятисене онлайн мелĕпе çÿллĕ шайра йĕрклесе ирттерчĕ.
Юлашки вăхăтра чăвашсен тĕп хулинче, Шупашкарта чăваш чĕлхипе вăтанмасăр калаçасси ÿссех пырать. Çавăнпа та пирĕн хулана хăтлăлатма наци элеменчĕсене нумайрах усă курма тăрăшмалла. Ку вăл килекен хăнасене те хамăр халăх хăйнеевĕрлĕхне кăтартакан, илĕртекен мел пулса тăрĕччĕ.
Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 14 -мĕшĕччен Раççейре халăх çыравĕ иртмелле. Хисеплĕ ентешсем! Тепĕр хут аса илтерес килет. Чăвашлăх – пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăл куç. Çавăнпа та хăвăр кăна мар, тăван чĕлхне маннă, анчах та чунпа, юнпа чăваш шутланакан тус-пĕлĕшсене, тăвансене çыравра хамăр чăваш пулнине палăртмаллине аса илтерсех тăрăр. Пирăн пуласлăх йăлт хамăртан килет.
Тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.

Н.Ф. Угаслов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *