Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Самана таппи» радиокăларăмра пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнисене аса илчĕç

Юлашки тапхăрта Чăваш тĕнчин мĕн чухлĕ пултаруллă ывăл-хĕрĕ пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Вĕсем чăннипех те – тăван халăх пуласлăхĕшĕн ырми-канми, хăйсене шеллемесĕр вăй хунă ентешĕмĕрсем…
ЧНК вице-президенчĕ Петр Васильевич Ивантаев, Чăваш Енре пурăнакан халăхсен Ассамблеин ертÿçи Лев Пантелеймонович Кураков академик, Алексей Трофимов искусствовед, Мария Симакова тĕрĕ ăсти… чăваш халăхĕн ытти мухтавлă ывăл-хĕрĕ.
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче «Самана таппи» кăларăмра Лидия Филиппова журналистпа
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров тата «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Бахмисов Эдуард Константинович вĕсене аса илсе «Кайнисем… асрах-и вĕсем?» темăпа калаçрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *