Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Мухтава тивӗҫлӗ чӑваш юрӑҫи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Паян, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, хисеплӗ арҫынсен уявӗпе пӗрле Чӑваш халӑх артистки, мухтавлӑ, пур енӗпе пултаруллӑ Августа Васильевна Уляндина хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.
Унӑн пултарулӑх каҫӗ пуриншӗн те чӑннипех уявран та уяв пулчӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх университечӗн культура керменне Августа Васильевнӑн пултарулӑхне чунтан хисеплекенсем тулли зал пуҫтарӑнчӗҫ темелле. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе, Республикӑри хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫипе Наталья Алексеевнӑпа, Чӑваш Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Культура министрӗ Светлана Каликова тата влаҫра тӑрӑшакан ытти ҫынсем, общество пӗрлӗхӗсен, культурӑпа ӳнер учрежденийӗсен ертӳҫисемпе хастарӗсем.
Пурте вӗсем Августа Уляндина талантӗнчен тӗлӗннине, вӑл чӑннипех наци пуянлӑхӗ пулнине палӑртрӗҫ.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче юратнӑ юрӑҫӑ, артистка хӑйӗн ҫӗнӗ концерт программипе савӑнтарчӗ, тепӗр хут хӑй еплерех талантлӑ пулнине, ӳнер искусствинче чи ҫӳллӗ шайра, сцена ҫинче эталон пулнине кӑтартма пултарчӗ.
«Енчен те ман пӗр юрӑ та пулсан ҫынсене килӗшрӗ пулсассӑн, эпӗ ҫӗр ҫине килнин усси пурах тесе шутлатӑп», — терӗ паллӑ юрӑҫӑ-юбиляр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *