Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЭПИР ВĂРÇĂ ÇИНЧЕН СĂВĂСЕМ КАЛАТПĂР

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕн 4в класĕнче Аслă Çĕнтерÿ 76 çул çитнине тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалланă «Эпир вăрçă çинчен сăвăсемпе калатпăр» çарпа патриот сăввисене калакансен конкурсĕ иртрĕ. Сăвă калакансен ăсталăхне хаклакансем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г.Л. жюри председателĕ тата 60-мĕш шкулăн директор çумĕ В.И. Кирилловăпа социаллă педагог С.В. Садырга жюри пайташĕсем пулчĕç. Ачасем пăхмасăр каланă сăввисенче 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçă вăхăчĕ, фашизм тискерлĕхне хирĕç паттăррăн çапăçнă салтаксен сăнарĕпе хастарлăхĕ яр уççăн курăнса тăчĕ. Сăвăçсем вăрçă хирĕнчи пирĕн салтаксен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕненмелле каласа кăтартрĕç. Жюри ачасенчен чылайăшĕ сăвăри ÿкерчĕке чунпа туйса, çав туйăма сасăпа палăртса калама пултарнине палăртрĕ. Ăмăртура Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенче окопсемпе траншейăсем чавнă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсем çинчен те сăмах хускатрĕç. Ачасем паттăр ентешсемпе кĕскен паллаштарчĕç, сăвăсем каларĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, çамрăксемпе ватă арçынсем шăннă çĕре кĕреçе-лумпа тата киркапа çĕршыва тăшманран сыхланмалли окопсемпе траншейăсене чавнă. Шартлама сивĕ тăнă пулин те виçĕ уйăхра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хатĕрлесе çитернĕ вĕсем. Конкурс хĕрÿ иртрĕ. Лиза Андреева 1 вырăн, 2 вырăна Юля Быкова тата Кирилл Майоров, 3 вырăна вара Даша Майорова, Надя Журавлева, Родион Иванов йышăнчĕç. Сăвва пăхмасăр калакансен ăмăртăвĕ тăватă çул кĕрленĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçăн паттăрĕсемпе ĕç паттăрĕсене лайăхрах пĕлме май пачĕ. Пирĕн аслă ăру фашизма çĕнтерсе çĕршывпа ун ирĕкне сыхласа хăварни паянхи кун пуриншĕн те паха тĕслĕх пулчĕ. Ачасем паттăрсен хастарлăхне нихçан та манмăпăр, ăна хамăр вĕренÿпе пуянлатса пырăпăр терĕç. Вĕсем çĕршыв паттăрĕсене «Раççей, эпир сирĕн ачусем!» юрра шăрантарса тав турĕç.

Надежда Кузнецова, 60-мĕш шкулăн пуçламăш класс вĕрентекенĕ.

#ЧНК#23февраля

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *