Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ҫӗпрелсем Чăваш кино уявне йӗркелерӗҫ

Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине. Виҫӗ халӑх представителӗсем шупашкарсемпе хусансене ҫӑкӑр-тӑвар астивтернӗ хыҫҫӑн вӗр-ҫӗнӗ чӑваш костюмӗсем тӑхӑннӑ культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Фойере районти чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ курав та йӗркеленӗ. Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи паллӑ чӑвашсем, ялсем ҫинчен тухнӑ кӗнекесен шучӗ уйрӑм курав тумалӑх пур. Сӗтелсем ҫинче чӑвашӑнни ҫумӗнче мӑкшӑ ҫӑпати те, паснапуҫсем ҫӗленӗ масмаксем те, кӑҫатӑ тумалли хатӗрсем те пур. Пӗчӗк экскурси ирттерекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин хӑй мӗнле кӑҫатӑ йӑвалани ҫинчен каласа пачӗ. Вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлет: «Вилнӗ сурӑхран илнӗ ҫӑм ниепле те ҫыпӑҫмасть, унран кӑҫатӑ тӑваймастӑн». Чӑваш кинематографисчӗсемпе тӗлпулма Культура керменӗн залне клубсенче ӗҫлекенсемсӗр пуҫне чӑваш шкулӗсен директорӗсем, педагогӗсем, ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ача сачӗсен заведующийӗсем пухӑннӑ. Шутпа илсен, Ҫӗпрелӗнчи куракансем пур районтинчен те иртсе кайрӗҫ. Йӑла тӑрӑх малтан сцена ҫинче райцентрта ӗҫлесе пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла юрӑ юрласа пачӗҫ. Олег Цыпленков пухӑннӑ халӑха Чӑваш кино кунӗсем Тутарстана еплерех иртни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл Тани Юн актрисӑн нимӗҫ журналӗ ҫинчи пысӑклатнӑ сӑнне кӑтартрӗ. Ҫак портрет кинематографистсемпе Хусанта та, Теччӗре те пулса курчӗ.

Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ

«Туса лартатӑп шурӑ ҫурт» илемлӗ фильма Владимир Карсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен Ентешӗсене паллакан куракансен реакцине сӑнама кӑмӑллӑччӗ. Ак вӗсем пӗччен-пӗччен ҫапӑҫма тухнӑ ачасенчен кулаҫҫӗ. Ялта ӳснӗскерӗн, камӑн пулман кун пекки?.. Акӑ пурте кинори ял канашӗн председательне вылякан Сергей Салифанова палласа илчӗҫ. Унӑн ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ стажӗ питӗ пысӑк, кам пек-тӗр пулса вылямалла та мар. Хӑй. Параллель пурнӑҫри пекех. Налог пуҫтаракана вылякан Юрий Мутин эпизочӗсем хыҫҫӑн залри халӑх алӑ ҫупманни кӑна. Яланхи пурнӑҫра ҫке ӑна шкул директорӗ пек пӗлетпӗр. Фильмра Угасловӑн тӑванӗн рольне вылянӑ тепӗр директор Надежда Мокшина ҫак кун залраччӗ. Вӑл ялти шкулта кастинг мӗнле иртнине, съемка валли декорацисене ӑҫтан илнине, камерӑна хирӗҫ тӑнӑ чухне артист мар ҫынпа мӗнлерех туйӑмсем хуҫаланнине каласа кӑтартрӗ. Шел пулин те фильмӑн режиссерӗ Владимир Карсаков йывӑр чире ҫӗнтереймесӗр пиртен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Ҫавӑнпа кинона вӗҫне ҫитиех хатӗрлесе ҫитереймен. Сасӑпа тата тӗспе ӗҫлемелли пур-ха. Апла пулин те чӑвашла ҫӗнӗ кинона Ҫӗпрелӗнче хапӑлласа йышӑнчӗҫ Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/khulamyrmisen-premerinche-kichem-pulmar

Илья Туманов. «Сувар» хаçат сайтĕнчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *