Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ĂШĂ ТĔЛ ПУЛУ

Пуш уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Тăвай районĕн Енĕш Нăрваш шкулĕнче вырăнти семинар иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ пулчĕç.

Семинара Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ачасем хăнасене ыр сунса ăшшăн кĕтсе илни пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Шкулпа паллашнă хыççăн чăваш чĕлхи кабинетĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекенсемпе семинар иртрĕ. Пĕлĕве ӳстермелли семинара Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалларĕç.

1941 çулхи юпапа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче Енĕш Нăрвашран окоп-траншея чавма кунсерен 100-120 çын ытла хутшăннă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн Г.Ф. Степановăн ĕç паттăрĕсем çинчен каласа памалли темĕн чухлех пулчĕ. Вăл тата историпе асăну халăх музей ертӳçи В.В. Петров тăрăшнипе хӳтĕлев чиккисене чавнă ял çыннисен списокне тунă. Шкулта ĕç паттăрĕсем пирки паха аса илӳсем пухма тытăннă, пархатарлă ĕçе ачасене те явăçтарма пуçланă. Аса илӳсемпе сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтарса çитерсен музейра ятарласа кĕтес уçма палăртнă.

Ачасемпе калаçма Г.Л. Никифоров хутшăнчĕ. Вăл Хусан хӳтĕлев чиккинче окоп чавнă амăшĕн аса илĕвĕпе çыхăнтарса Чăваш Ен историйĕнче паллă йĕр хăварнă пулăм çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. 1941çулхи кĕркунне нимĕç фашисчĕсем Мускав патне çитсе тухсассăн Патшалăх Оборона комитечĕ хушăвĕпе Сăрпа Хусан хӳтĕлев линийĕсене тума пуçланă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, 15-17 çулхи çамрăксем, ватă арçынсем хура кĕркуннепе шартлама сивĕре кĕреçе-лумпа, пуртă-кирккапа шăннă çĕре чавса окоп, блиндаж, танксене чармалли тарăн траншейăсем тунă. Самани йывăр пулнă, чăтнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене хатĕрлесе çитернĕ.

Малалла сăмах Ю.Е. Анисимова илчĕ. Вăл асламăшĕ аса илĕвне çапларах каласа пачĕ: «Асламăшĕ 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай патĕнче Сăр хӳтĕлев чиккинче окоп чавнă. Ял халăхĕпе пĕрле талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр ĕçленĕ. Çĕр каçмалли пӳртре питех ăшă пулман, вуттине хĕрхенсе хутнă. Тăлла, çăпатана типĕтме май пулман… Йĕпе те нÿрĕ тăлана çывăрнă чухне хăйсен айне хурса типĕткеленĕ… Этем çав вăхăтри нушана мĕнле чăтнине ăнлантарма майĕ çук».

Çиччĕмĕш класс ачисем окоп чавнă паттăр ентешсене халалласа сăвăсем каларĕç. Сăвă калакансем тылри хĕрарăмсен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕненмелле уçса пачĕç. Чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн аслă вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕпе паллаштарни Сăрпа Хусан хӳтĕлев

чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне тата лайăхрах пĕлме май пачĕ. Ачасем тăван ялшăн, Енĕш Нăрвашшăн, мăнаçланни куç кĕретех курăнчĕ.

Енĕш Нăрваш шкулĕнче чылай пултаруллă ача вĕренет. Вĕсен йышĕнчисенчен пĕри вăл – 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Лазарева. Вăл Чăваш наци конгресĕ 2020 çулта йĕркелесе ирттернĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурссĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă пулнă. Ăна вара çав пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕнтернĕшĕн конгресс ĕçтешĕсем медальпе диплом, парнесем тата ун вĕрентекенне, Г.Ф. Степановăна, Хисеп грамоти парса чысларĕç.

Кĕске тăхтав хыççăн конгресс ĕçтешĕсем шкулпа хирĕç ларакан историпе асăну халăх музейне çитрĕç. Кунта вĕсене музей ертӳçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.В. Петров ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл Шупашкар хăнисене музейра упранакан истори, пурлăх тата ăс-хакăл культурин паха экспоначĕсемпе, паллă ентешсен кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Чăнах та, чăвашсен ятне çӳле çĕкленĕ, вĕсен культурине, литературипе ӳнерне аталантарассишĕн парăнса ĕçленĕ чылай паллă çын Енĕш Нăрвашран тухнă.

В.В. Петров шкул историйĕ, аслă Вĕрентекен И.Я. Яковлев, писатель Хумма Çеменĕ, паллă композитор Степан Максимов, чаплă художниксем Моиссей Спиридонов, Никита Сверчков, кÿлепеçĕ Алексей Майраслов, СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата ыттисем çинчен питех те хавхаланса каласа пачĕ.

Конгресăн вĕренӳ комитечĕн ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова музей ертÿçине В.В. Петрова чăвашсен пуян культурине упранăшăн, унпа халăха анлăн паллаштарнăшăн, çамрăк ăрăва вĕренÿпе воспитани парассинче курăмлă çитĕнÿсемшĕн, тăван ене юратас туйăма ататалтарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн Тав хучĕпе чысларĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Енĕш Нăрваш шкул администрацине, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Г.Ф. Степановăна, музей ертÿçине В.В. Петрова чăвашлăха упранăшăн, ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕшĕн тав тăватпăр, малашне те пур ĕçре те хастар пулма ыр сунатпăр.

Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *