Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕнче «Кĕмĕл сасă» фестивале йĕркелесси тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Президиум ларăвĕнче чылай ыйтăва уçăмлатма май килчĕ.
Ларăва яланхиллех конгресс президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.
Чи малтанах Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси пирки калаçрĕç. Çулталăкра пĕрре иртекен çак яваплă мероприятие кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркелес тесе йышăнчĕç, йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç. Мăн Канаша хатĕрленсе ирттерес ыйтусене вăхăтра татса памаллине палăртрĕç.
ЧНК Ĕçтăвкомĕн председательне А.И. Ухтиярова XVIII-мĕш Мăн Канаша хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшĕпе йĕркелÿ ĕçĕсене вăхăтра татса пама хушса хăварчĕç.
Пĕтĕм Раççейри XXII «Кĕмĕл сасă» («Серебряный голос») чăваш эстрада юррисен конкурс-фестивальне ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ирттерме йышăнчĕç тата йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç.
Ларура Халăх Çыравне хастар хутшăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелемелли пирки те уйрăм ыйту пăхса тухрĕç. 2021 çулхи кĕркуннене палăртнă пулăма халаланă «Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравĕ-2021» темăллă «Çавра сĕтеле» Чăвашстатпа пĕрле (ертÿçи – Э.Г.Максимова) Раççей Федерацийĕнчи чăваш наци культура автономийĕсемпе инçет çыхăну, онлайн мелĕпе 2021 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирттерес тесе йышăнчĕç. Унсăр пуçне ЧНК президенчĕ Николай Угаслов регионсенчи чăвашсемпе хăйсене хамăр наци çынни тесе палăртас тĕлĕшĕпе тĕрлĕ майсене усă курса ĕçлеме хушрĕ: афиша, роликсем, чĕнсе каланисем тата ытти те.
Тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухнă май Чăваш наци конгресĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă информаци хатĕрĕсен проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтернине ырласа хăварчĕç. ЧНК Ĕçтăвкомне тата пресс-службăна «Чăваш тĕнчи» хаçата вăхăтра тата пахалăхлă кăларса тăма хушрĕç.

#ЧНК
#Чувашскийнациональныйконгресс
#ПрезидиумЧНК
#Перепись
#МăнКанаш
#Кĕмĕл сасă

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *