Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ĂСТАЛĂХĔ ТЕ, ПУЛТАРУЛĂХĔ ТЕ ПУЛЧĔ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăра «Тăван хуламăр Çĕнĕ Шупашкар» проектпа килĕшÿллĕн, С.В. Асаматăн «Хĕрарăм чĕри» кĕнекери куçару сăввисем тăрăх «Асамат вулавĕсем – 2021» хула шайĕнче сăвва пăхмасăр илемлĕ калакансен пултарулăх ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотека пулчĕç. Поэзи уявне йĕркелесе ирттерме Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕпе пĕрле хулан вырăнти уйрăмĕ те хутшăнчĕ.«Асамат вулавĕсем – 2021» сăвва илемлĕ калакансен ăмăртăвĕн тĕп тĕллевĕ Канаш районĕнче çуралнă паллă çыравçăн, юрăçăн Светлана Асаматăн пултарулăхĕпе туллин паллашса ăна халăхра анлăрах сарасси, Европăпа Вăтаçĕр Ази, Атăлçипе Кавказ, Балтикăпа Çĕпĕр тăрăхĕнчи вăтăр тăхăр халăхăн пултаруллă сакăр вун виçĕ хĕрарăмăн чăвашла куçарнă сăввисене палăртуллă та илемлĕ каласси, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси, вĕрентекенсен пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмне ÿстерме пулăшасси пулчĕ. Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăна хулан шкулĕсенче тĕрлĕ халăх тумне тăхăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пухăнчĕç.Пултарулăх конкурсне хутшăнакан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене, тăван сăмахлăх пуянлăхне, сăвă техĕмне туякансене хисеплĕ сăвăç, «Хĕрарăм чĕри» кĕнеке авторĕ Светлана Асамат, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ доценчĕ Иван Иванов, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата Çĕнĕ Шупашкар радион тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, конгресăн хулан вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Елена Лаврентьева ăшшăн саламларĕç.Сăвă калакансен ăмăртăвне Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăн краеведени литератури пайĕн пуçлăхĕ Ольга Николаева йĕркелерĕ, вăлах ертсе пычĕ.Чăваш литературинче ХХ ĕмĕр вĕçĕпе ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши, ИванЯковлев, Эмине, Фатых Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕн, сăвăçăн, прозаикăн, юрăçăн Светлана Асаматăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе презентаци мелĕпе паллашнă хыççăн сăвва илемлĕ каласси икĕ номинацире иртрĕ. Пĕри «Хĕрарăм чĕри» кĕнекери куçару сăввисене пĕчченшерĕн, пайăррăн, тепри вара ушкăнпа каласси пулчĕ.Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем сăвă авторĕ хăш халăх çынни пулнине кура çав халăхăн тумне тăхăнса сăвă каларĕç. Çапла майпа вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе икĕ ушкăна пайланса уйрăммăн ăмăртрĕç.Сăмах ăстин Асаматăн «Хĕрарăм чĕри» кĕнекери вăтăр тăхăр халăхăн пултаруллă сакăр вун виçĕ хĕрарăмăн сăввисене чăвашла вулама пултаратпăр. Тăванла халăх çыравçисен чăвашла куçарнă сăввисене вуласа эпир вĕсен культурипе паллашатпăр, сăмах илемне туйма, ырăпа усала уйăрма хăнăхатпăр. Ку вăл халăхсем хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетме пулăшать, культура аталанăвне палăртать.Сумлă жюри пайташĕсем тăван чĕлхе вĕрентекенсен ăсталăхне сăвва уçăмлăн, сасса кирлĕ пек вылятса, сăмахсене лайăх илтĕнмелле калама пултарнине, сăвă юхăмĕнче кирлĕ чарăну тунине, шухăш пусăмне палăртса каланине кура хакларĕç, çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕç.Чăнах та, чăваш чĕлхи вĕрентекенсем ачасене сăвва илемлĕ вулама хăнăхтарнисĕр, пăхмасăр калама вĕрентнисĕр пуçне хăйсем те ăсталăхпа пултарулăха кăтартма пултарчĕç.Сăвă калакансен конкурсĕ вĕçленнĕ хыççăн пурте пĕрле Светлана Асаматăн «Чей ĕçесчĕ пылпала» юрра шăрантарни поэзи уявне хаваслăх, чĕрĕлĕх кĕртрĕ, халăх юратакан, хисеплекен çыравçăн пултарулăхне кăмăл ытамĕ таранах хаклама май пачĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, жюри пайташĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *