Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Халăха хисеплекен яланах телейлě

Çапла ят панă авторсем фильма. Çĕнĕ ĕçе чăваш халăхĕн маттур та мухтавлă ывăлне, пирĕнтен нумаях пулмасть яланлăхах уйрăлса кайнă Лев Пантелеймонович Кураков академика, ăсчаха, экономиста, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин председателĕ пулнă патшалăх тата общество ĕçĕн паллă деятельне халалланă.  Фильм авторĕ — ГТРК «Чувашия» тата Чăвашкинора тăрăшакан журналист Алексей Енейкин.

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче çак çĕнĕ фильма хакларĕç. Унта Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ильич Ухтияров, Раççей Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин çĕнĕ председателĕ Леонид Ильич Черкесов, Туслăх çурчĕн директорĕ Юрий Алексеевич Токмаков, Лев Пантелеймонович мăшăрĕ Альбина Куракова, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем хутшăнчĕç. 

Документлă фильм тăршшĕ вăрăм пулсан та, мĕн вĕçĕччен пурте сывлами пăхрĕç, Лев Кураков ĕç-хĕлĕн вышкайсăр пĕлтерĕшне тепĕр хут туйса хакларĕç. Фильма кун çути кăтартнă Чăвашкинора ĕçлекенсене тепĕр хут тав сăмахĕ каларĕç. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *