Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Красноярск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ 4-мĕш Аслă Пуху ирттерет

1991-мĕш çулта йĕркеленнĕ Çĕпĕрти чăвашсен çак пĕрлĕхĕ кăçал вăтăр çул тултарчĕ.
Красноярск тăрăхĕнчи ентешсене пĕрлештерсе тăван культурăна, чĕлхене сыхласа аталантарасси, Чăваш Енпе тачă çыхăну тытса малалла аталанасси, ытти халăх çыннисемпе туслă пурăнса хамăр культурăпа йăла-йĕркене анлă кăтартса сарасси, Çĕпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем çинчен информаци пуçтарасси– çакă тата ытти тĕллевсене пурнăçласа малалла утать ку организаци.
Енисей тăрăхне чăвашсем историллĕ тĕрлĕ вăхăтра чылайăн куçса кайса ялсем йĕркеленĕ. Чылай районта халĕ те йышлăн тĕпленсе пурăнаççĕ, хамăр йăла-йĕркене тытса пыраççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Енисей тăрăхĕнчи тĕрлĕ районсенче пурăнакан йăхташсем пĕрлешсе, 1991-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноярск хулинче чăвашо бществи йĕрелеççĕ. Пĕрлĕхе ертсе пыма Юрий Прокопьевич Елизарова шанаççĕ. 1994-мĕш çултан пуçласа 1997-мĕш çулччен пĕрлĕхĕ Владимир Ильич Мешков паллă ÿнерçĕ йĕркелесе ертсе пынă, 2001-мĕш çултан пуçласа паянхи кунччен вара Каçал тăрăхĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Иванович Храмов ăнăçлă ертсе пырать.
2002 –мĕш çултан чăваш наци культура автономийĕ Красноярск регионĕ шайĕнче ĕçлеме пуçлать.
Хальхи вăхăтра автономи çав тăрăхри 17 районпа 8 хулара хăйĕн уйрăмне йĕркеленĕ. Вĕсенче пурĕ 19 чăваш ансамблĕсемпе пултарулăх ушкăнĕсем ĕçлеççĕ, виçĕ чăваш музейĕ тата вулавăш пур. Акатуй, Чÿклеме тата ытти чăваш уявĕсене кашни çулах çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ вĕсем. Унсăр пуçне чăваш йăли-йĕрки, чĕлхи тата ытти темăсемпе тĕрлĕ конференцисем, пухусем, çавра сĕтелсем ирттереççĕ, вĕсене ытти халăх çыннисене те йыхравлаççĕ.
Красноярск регионĕнчи чăваш наци культура автономийĕ тĕрлĕ проектсене хутшăнса грантсем чылай çĕнсе илет. Ку вăл паллах тата хăватлăрах ĕçлеме май парать.
Геннадий Иванович Храмов президент тăрăшнипе «Енисей хĕрринчи чăвашсем» ятлă сумлă кĕнеке те пичетленсе тухрĕ.
Ыран вара, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче хăйсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме, малашнехи плансене палăртма Красноярск тăрăхĕнчи йăхташсем 4-мĕш Аслă Пухăва пуçтарăнаççĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов Çĕпĕрти пултаруллă ентешсене Аслă Пухăва ăнăçлă ирттерсе яма, малашне тата та хастар ĕçлеме ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем сунать.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс — службин ертÿçи
(Архиври сăнерчĕксем)

https://vk.com/feed?q=#чувашикрасноярья&section=s..

#чнк
#чувашикрасноярья
#СъездЧувашейКрасноярья

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *