Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Аслă юлташӑмăр ЗОЛОТОВ ВИТАЛИЙ АРСЕНТЬЕВИЧ пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнăшăн чӗререн хурланатпăр

Золотов Виталий Арсентьевич ( 1934, ака, 2, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР çур.) — ăсчах, чăваш прозăçи, тăван ен тĕпчевçи, тинĕс çар ăслăхĕсен кандидачĕ, 1-мĕш рангри капитан.
Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕрри. Питĕрти чăвашсен Ваттисен Канашĕн ертÿçи.
Ашшĕ, Арсений Иванович – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕскер – хăйĕн пурнăçне чăвашсене çутта кăларас ĕçе панă, амăшĕ – Анна Сидоровна – колхозра ĕçленĕ, килти хуçалăха тытса пынă.
Çиччĕ тултарсан Виталий Элĕкри шкула вĕренме кĕнĕ. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех Виталий Золотов вĕрентӳçсем (М.П. Петрова – чăваш чĕлхи, А. И. Данилова – вырăс чĕлхи) пулăшнипе литература ĕçĕпе кăсăкланма тытăннă.
Вăтам пĕлÿ илсен Виталий Золотов 1951 çулта Ленинградри тинĕс çар Аслă инженери-радиотехника училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлесе радиоэлектроника инженерĕ квалификацине алла илнĕ. Çамрăк офицер Çурçĕр флочĕн шывай кимми çине хĕсмете тăнă. Вăрçă-тинĕс флотне Виталий Арсентьевич пурнăçăн 40 çулне панă: вăл шывай киммисен пĕрлешĕвĕн флагман ăстаçи, А.С.Попов ячĕллĕ тинĕс çар радиоэлектроника училищин адъюнкчĕ, кафедра вĕрентӳçи, вĕренӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. 1989 çулта 1 рангри капитан чинĕпе Виталий Арсентьевич запаса тухать.
1966 çулта В.А.Золотов диссертаци хӳтĕлесе, тинĕс çар ăслăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă, 1968 çулта вăл доцент хисепне тивĕçнĕ. Ăслăлăх-педагогика ĕç-хĕлĕнче пирĕн ентешĕн СССР ХМ вăрçă издательствинче ТÇВ ăстаçисене çапăçăва хатĕрлемелли иккĕ кĕнеке, гидроакустикăпа монграфи пичетленсе тухнă, вăл 20 яхăн ăслăх-тĕпчев ĕçне тунă, 80 ăслăх статьине, педагогикăпа психологи енĕпе чылай рецензипе методика кĕнекине çырнă, вĕсене «Морской сборник» журналра тата А.С.Попов ячĕллĕ АВТРЭВ издательствиче пичетленĕ.
Литература ĕç-пуçне Виталий Арсентьевич хĕсметрен запаса тухсан пĕтĕм чунĕпе пикеннĕ. Унăн хайлавĕсенчи тĕп темăсем: чăваш ялĕн пурнăçĕ, ача-пăча асамлă тĕнчи, çамрăксем кăмăл-туйăм енчен аталанса ӳсни, çар çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ, хĕрарăмсен çăмăл мар кун-çулĕ.
Хăйĕн пĕрремĕш калавне («Кушак çури») Виталий Золотов 1997 çулта республикăри «Хыпар» хаçата панă. Пĕрремĕш кĕнекине «Принципам не изменили» 1998 çулта çутта кăларнă.
Чăваш Ен историне Виталий Арсентьевич çур ĕмĕр ĕнтĕ тĕпченĕ, ытларах Синер ялĕн кун-çулне тимленĕ. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çак ялта çуралнă 14 çын Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çутлăха тухнă.
В.А.Золотов 1779 çула çити йĕрленĕ пысăк ăрăвĕн кун-çулне çырать.
«Пулса иртнине улăштараймăн, ку пире пани, халĕ пурăнакансен ăна, килĕшет-и вăл, килĕшмест-и, йышăнмалла»-, тетчĕ Виталий Золотов.
В.А.Золотов – Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлешĕвĕн тата «Нумай нациллĕ Питĕр» пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Юлашки пиллĕк çул хушши ытларах чăвашла прозăпа публицистика жанрĕсенче ĕçлерĕ.
В.А. Золотов Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕ хушшинче тăван чĕлхепе кĕнеке кăларма, сарма пуçлакансенчен пĕрремĕш çын.
2004 çулта В.А.Золотова Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи чăваш наци-культура автономин ваттисен канашĕн председателĕ пулма суйланă, çав çулах ăна чăвашсен «Янташ» хаçатне редакцилеме шаннă. Пĕрремĕш номерне 2004 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче кăларнă. Хаçат 500 экзепляр шутпа тухать, ăна тӳлевсĕрех ентешсем хушшинче сараççĕ.
В.А.Золотов Санкт-Петербургри чăваш наци-культура центрĕнче питĕ тăрăшуллă ĕçлерĕ, чăвашсен литература каçĕсене çÿллĕ шайра ирттертчĕ. Унăн сценарисемпе :«Михаил Çеçпĕл поэт-трибун çурални 100 çул», «Чăваш поэзин классикĕ К.В. Иванов çурални 110 çул», «Иакинф Бичурин çурални 225 çул», «Манайми «Нарспи» поэмине кăларни 100 çул» темăллă литература каçĕсем иртнĕ.
Юлашки çулсенче Бичурин паллă ăсчах-китайçă (Иакинф мăнах), П.Е.Егоров архитектор ĕçĕ-хĕлне тĕпчесе халăхра сарассипе ĕçлетчĕ.
В.А.Золотов 40 çул ытла тĕрлĕ хаçат-журналта унăн статьисемпе тĕпчев ĕçĕсем тухса тăчнă. Унăн пĕрремĕш ăслăлăх статьи «Морской сборник» журналра 1962 çулта тухнă. Хăйĕн калавĕсене, статьисене, очеркĕсене тата асаилĕвĕсене Чăваш Республикинче тата Санкт-Петербургра кăларнă, «Ялав», «Медный всадник», «Невский альманах» журналсемпе, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «За православие» хаçатсемпе туслă ĕçлетчĕ. Пурĕ 13 кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Виталий Арсентьевич Золотов ырӑ ячӗ, вышкайсăр ӗҫӗсем, ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗрере ӗмӗр-ӗмӗр упранӗҫ.

Питĕрти чăваш наци-культура автономийĕн ертÿлĕхĕ тата пайташĕсем.

#Золотов
#Питерскиечуваши
#Чувашскийнациональныйконгресс

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *