Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Раççейри чăваш наци культура автономийĕсен тата Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕсен ертÿçисене

  

Хисеплĕ ентешсем!

«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма !»  регионсем хушшинче иртекен кǎçалхи конкурса  Сăрпа Хусан чиккисене хÿтĕлекенсен паттăрлăхне, Чăваш çыруллăхне тунăранпа 150 çул çитнине тата Тĕнчери ял хĕрарăмĕсен Кунне халаллатпǎр.    

Конкурсăн  тĕллевĕ —   ача амăшĕсене, ял хĕрарăмĕсен республика, çĕршыв шайĕнчи ят-сумне ӳстересси,  пултаруллăхне халăх умĕнче кăларасси тата вĕсене общество ĕçне хастар хутшăнтарасси. Чăваш Республикин аталанăвĕнчи, наукăпа культурăри, демографинчи, сывлăх сыхлавĕн тата ачасене воспитани парас ĕçри хĕрарǎм –анне, асаннен пĕлтерĕшне  уçăмлатасси.

Ял хĕрарăмĕсен пултаруллăхĕ урлă ял пурнăçĕпе туллин паллаштарасси, çемьери хутшǎнусене çирĕплетесси тата наци йăли-йĕркипе кăсăкланассине ÿстересси.

   Конкурса ирттерессипе палǎртнǎ йĕркепе килĕшӳллĕн, пĕрремĕш тапхǎрĕ ака уйǎхĕн 24-мĕшĕччен видео-роликсемпе е инçет курав мелĕпе иртет. Конкурса хутшǎнас текенсен васкамалла, вǎхǎт нумаях юлман.  Конкурс йĕркипе Чǎваш наци конгресĕн сайтĕнче тата соцсетьри ушкăнĕсенче паллашма пулать.

Конкурса хутшăнасси пирки пĕлме, ыйтса çырма (заявка) тата канаш илме канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кун 9.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен ҫак телефон номерĕсемпе ҫыхăнма пулать 62-35-61, 8-917-670-18-21, 8-937-398-075-33.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *