Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн делегацийӗн Крымри тӗлпулӑвӗсем малалла тӑсӑлнӑ

Аса илтеретпӗр, конгресс президенчӗпе Николай Угасловпа пӗрле Валерий Клементьев вице-президент, ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, паллӑ скульптор Владимир Нагорнов ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Крымпа Севастопольте.
Паян вӗсем Севастопольти Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ вырӑнсене ҫитсе паллашнӑ. Вӗсемпе пӗрле Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшаканӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та пӗрле пулнӑ.
Чи малтанах ЧНК делегацийӗ Севастопольти Сӑваплӑ Гурий — Таврический чиркӗвне ҫитнӗ. Ку ҫӗнӗ чиркӗве Улатӑрта ӑсталаса хатӗрленӗ пӗренесенчен хӑпартнӑ. Чӑваш Енрен килнӗ тата Севастопольте пурӑнакан чӑвашсем чиркӗве хӑпартнӑ ҫӗрте пысӑк вӑй хунӑ, халӗ те ҫакӑнта кӗлле юратса ҫӳреҫҫӗ.
Пирӗн делегацие Александр протоиерей ӑшпиллӗн кӗтсе илнӗ, ҫак вырӑн Крым тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисенче пирӗн салтаксен юнӗпе шӑварӑннине, кунта питӗ нумай салтак пуҫ хунине каласа панӑ. Ҫакна асӑнса лартнӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ чиркӗве.
Николай Федорович Угасловпа делегаци ытти пайташӗсем ЧНК Крымпа Севастопольти элчи Андрей Васильевич Яковлев ертсе пынипе ытти паллӑ вырӑнсене те ҫитсе курнӑ.

Каҫалапа вара делегаци Севастопольти чӑваш наци культура автономийӗн хастарӗсемпе тӗл пулса ҫавра сӗтел ирттернӗ.
Пӗрлӗх ертӳҫи Любовь Тавлуй тата организаци хастарӗ Анна Тимофеева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Николай Федорович Угаслов вӗсем чӑвашлӑхшӑн тӑвакан ӗҫсене ырланӑ, ЧНК мӗнпе пулӑшма пултарнӑ таран пулӑшасса шантарнӑ.
Тӗлпулу питӗ ӑшӑ кӑмӑлпа иртнӗ.
Севастопольти «Туслӑх» чӑваш ансамблӗ тӑван тӑрӑхран килнӗ хаклӑ хӑнасене хӑйӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *