Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

СЛАКПУÇĔНЧЕ ИСТОРИПЕ КУЛЬТУРА ЦЕНТРĔ ПУЛĔ-ШИ?

Мероприятие культура министрĕн çумĕн пулăшаканĕ Н.М. Лапшина ертсе пычĕ. Ларăва ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.П. Смородин, Слакпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ю. Андреев, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская, «Асра тытчăр» проект авторĕ, ПР чăвашсен Канашĕн Ветерансемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин этноконфесси уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Б. Хасанов, А.Х. Зулькарнаева тĕп специалисчĕ хутшăнчĕç.

Борис Ефимович Гордеев шухăшĕпе, асăннă проекта пурнăçа кĕртни вăл — халăх историне асра тытни, çарпа патриотизм, интернационализм çул-йĕрне аталантарни, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен паттăрла тĕслĕхсем çинче воспитани парса ÿстерни, чăвашсен çеç мар, Тăван çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх историне анлăн уçса пани. Ахальтен мар проекта халăхсен хушшинчи тенĕ. Борис Гордеев Слакпуç паллă ял пулни, унта чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов, чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай, Совет Союзĕн Геройĕ Николай Павлов çуралса ÿсни çинчен каларĕ.

Çавăн пекех вăл Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче историпе культура центрĕ тăвас ыйтăва хускатрĕ. Б.Е. Гордеев сăмахĕсем тăрăх, историпе культура центрĕн ĕç-хĕлне Республикăри турист тата экскурси организацийĕсемпе пĕрле те йĕркелеме пулать. Вĕсемпе çеç те мар. Проект географине тата та анлăлатма май пур. Борис Ефимович этнокультура комплексĕнче халăх архитектурипе, пурлăх культурипе, чăваш халăхĕн илемлĕ пултарулăхĕпе паллаштаракан экспозицисем вырнаçтарма, наци кухнине ас тивсе пăхма, сувенир продукцийĕсем сутма, чăваш чĕлхине вĕрентекен семинарсем йĕркелеме тата чăваш культурипе кулленхи пурнăçне уçса паракан ытти аспектсемпе паллаштарма сĕнет. Ун пек объектсем йĕркелени чăвашсене, уйрăмах çамрăк ăрăва, наци культурине, тăван халăха юратма, хисеплеме вĕрентсе ÿстерĕччĕ, хамăр культурăн манăçа тухса пыракан тĕсĕсене, ăсталăхĕсене, ал ĕçĕсене аталантарма май парĕччĕ. Çапла майпа Слакпуç ялне регионти паллă брендсен шутне кĕртме пулĕ.

Ларăва килнисем проекта сÿтсе явас ĕçе хастар хутшăнчĕç. А.П. Смородин паян кун Слакпуçĕнче икĕ музей пуррине, вĕсенче çак ялта çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсен ячĕсене ĕмĕрех асра юлмалла тăвас тесе сахал мар ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Слакпуçсем парка тирпей-илем кĕртесси çинчен те манмаççĕ. Вырăнта çамрăксене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан тĕрлĕ программăсем те ĕçлеççĕ, çавна май халăх ялтан тухса кайни сайра хутра çеç. Çакă яла пĕтмессинчен сыхлĕ, ăна малалла аталантарĕ. Калаçу вăхăтĕнче историпе культура центрне пурнăçа кĕртессипе, укçа-тенкĕ тупассипе, кадрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Канашлăвăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ПР Культура министерстви Республика Правительствине Слакпуç ялĕнче историпе культура центрĕ йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва тăратĕ. Унсăр пуçне ПР Халăхсен туслăх çурчĕ Слакпуçĕнчи историпе культура центрĕ валли штат единици уйăрас ыйтăва пăхса тухĕ. Пелепей район администрацийĕн асăннă центр специалисчĕн кандидатне шыраса тупмалла.

Ыйтусем нумай, анчах Слакпуç ялĕнче историпе культура центрĕ пуласси паллă мар-ха, çавăнпа та канашлу хыççăн пăнчă лартма та иртерех.

Пушкăрт Республикинчи чăвашсен Канашĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *