Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай  60 ҫул тултарать

Хӗрӳ чӗреллӗ поэт  ырми-канми ӗҫлесе сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс президиумӗн пайташӗсем хамӑрӑн юратнӑ сӑвӑҫа, хастар та пултаруллӑ чӑваша Валерий Владимирович Туркая чун-чӗререн ҫавра ҫулпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, анлӑ пултарулӑх ҫулӗ тата иксӗлми телей сунаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *