Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Республика Пуҫлӑхӗпе тӗл пулчӗҫ

Паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Респбликин Пуҫлӑхӗ чӑваш наци интеллигенципе тӗл пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине упраса малалла аталантарас пирки калаҫрӗ.

Мероприятие Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре тӑван чӗлхене упраса хӑварса аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫленине каларӗ. Ун шучӗпе чӑваш чӗлхипе хаҫат-журнал тухса тӑрать, радиопа телевидени калаҫать, Чӑваш киновӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑчӗ.
Анчах та малалла ӗҫлемелли нумай-ха. Ачасем чӗлхене вӗренччӗр тесен вӗсене мӗн пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине ӑша хума хӑнӑхтармалла,
урамсенче нумайрах чӑвашла ҫырнисем пулмалла, мероприятисене чӑвашла ирттермелле.
Анчах та ҫакна шӑпӑрлансене кӑсӑклантарса ямалли мелсемпе, ҫӗнӗ технологисене усӑ курса тумалла.
Мероприятие хутшӑннисем чӑвашла мультфильмсем, кӗнекесем нумайрах кӑлармаллине, пьесӑсем ҫырассипе конкурссем ирттермелле, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ туризм маршручӗсем уҫмаллине, тӗнче тетӗлӗнче чӑваш чӗлхине анлӑ сармаллине тепӗр хут палӑртрӗҫ.
Чӑваш Республикин ертӳҫипе иртнӗ тӗлпулура театрсем валли режиссерсем хатӗрлеме Федераллӑ Аслӑ Вӗренӳ заведенисене вӗренме ямаллине, хамӑр республикӑри культура институчӗнче ятарлӑ уйрӑмсем уҫмаллине каларӗҫ.
Калаҫӑва хутшӑнса ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ҫае сӗнӳсемпе килӗшнине, малалла пурин те тӗллевлӗ ӗҫлемеллине палӑртрӗ.
Усӑллӑ калаҫу хыҫҫӑн тӗлпулӑва килнисем, ҫав шутра Олег Николаев та, Чӑваш Патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» ҫӗнӗ спектакле йышӑннӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *