Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Темиҫе юхăмран пӗр пысăк юханшыв тумалла

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин наци ыйтӑвӗсене питӗ пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пирĕн республика ертÿлĕхĕ те çак енĕпе пултаруллă ĕçлет.

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑваш наци юхӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе малашнехи утӑмӗсене палӑртас тӗллевпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа, унӑн ҫумӗсемпе, Федераллӑ чӑваш наци автономийӗн ертӳҫипе Леонид Черкесовпа ӗҫлӗ калаҫу йӗркелерӗ.

Калаҫӑва республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов, культура министрӗ Светлана Каликова, Питӗр хулинчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи, Чăваш наци конгресĕн Нева хĕринчи хулари элчи Валериан Гаврилов хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш наци конгресӗ мӗн йĕркеленĕренпех, 1992-мӗш ҫултан пуҫласа чӑваш наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Унӑн историйӗ пуян, ĕçĕ пархатарлă. Вӑл тӑрӑшнипе тӗнчипе халӗ 100 ытла чӑваш наци культура пӗрлӗхӗ ӗҫлет. Вӗсем конгресс пулӑшса пынипе хамӑр культурӑна, йӑла-йӗркене тата чӗлхене вырӑнта упраса аталантарас тӗлӗшпе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Ҫавра сӗтеле пуҫласа республика Пуҫлӑхӗ хальхи вăхăтра чӑваш наци юхӑмӗн ӗҫне самана ыйтнă пек ҫӗнетмеллине, вӑйсене пӗрлештерсе тата та хăватлăрах ӗҫлемеллине каларӗ. Паянхи тĕл пулăва та çак енĕпе ĕçе еплерех лайăхлатмалли пирки сÿтсе явма йĕркеленине каларĕ. Малтанах вӑл Леонид Черкесова сӑмах пачӗ. Федераллӑ чӑваш наци автономи ертӳҫи Мускавра хамӑр наци пуласлӑхӗшӗн мӗнлерех ӗҫсем тунипе кӗскен паллаштарчӗ, малашнехи ӗҫсене палӑртрӗ. Ун хыҫҫӑн ЧНК президенчӗ Николай Угаслов сӑмах илчӗ. Хӑйӗн 29 ҫулхи историйӗнче конгресс тӗнчери чӑвашсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе хамӑр наци пуянлӑхне: чӗлхене, культурӑна тата йӑла-йӗркене аталантарас тӗлӗшпе вышкайсӑр нумай ӗҫ тунӑ. Вăл Федераллă автономинчен чылай аслăрах. Хальхи вăхăтра официаллă майпа регистрациленнĕ 24 регионта чăваш наци автономийĕ пур. Хăш-пĕр регионти пĕрлĕхсен уйрăмĕсем 30 организаци таран çитеççĕ. Чăваш Республикинче Акатуй уявне пĕрремĕш хут пуçласа яраканни, пĕтĕм тĕнчери хамăр йăхташсене пухса уяв йĕркелекенни те Чăваш наци конгресĕ. Хальхи вăхăтра вара регионсенче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕсене йĕркелетпĕр. Юлашки çулсенче Крымра, Байкал хĕрринче, Пенза тăрăхĕнчи Çăрттанлă ялĕнче, Нефтеюганск хулисенче чăвашсен тĕп уявĕ мăнаçлăн кĕрлерĕ, унта çĕршыв тĕрлĕ кĕтесĕнчен 600 чăваш таран çитсе курчĕ. Пирĕн малашне пĕрле пуçтарăнса, пĕтĕм вăйа пĕрештерсе, пĕрле хутшăнса, туслăн ĕçлемелле. Кун валли пĕтĕм пĕтĕм майсем пур. Чăвашсене пĕр чăмăра пухаканни паллах, Шупашкар пулмалла, Чăваш наци конгресĕ, терĕ Николай Угаслов.

Питĕр хулинчен килнĕ Валериан Гаврилов та хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, унти чăвашсен пĕрлĕхĕ ку хулари ытти халăхсем хушшинче лайăх тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Малалла ĕçлĕ калаçăва тăснă май çавра сĕтеле килнисем кашни хăйĕн шухăшне калама пултарчĕ. ЧНК вице-президенчĕсем Анатолий Ухтияров, Валерий Клементьев, Владимир Тяпкин, президиум пайташĕсем Юрий Зорин, Станислав Николаев, Юлия Мареева ĕçе мĕнлерех лайăхлатмалли пирки каларĕç. Республика Пуçлăхĕ пурне те тимлĕн итлерĕ.

«Тӗллевсем пӗр – чăваш наци пуласлӑхӗшӗн пурин те пӗрлешсе, пӗтӗм вӑйа хурса ӗҫлесси. Темиҫе юхӑмран пирĕн пӗр пысӑк юханшыв тумалла»,- терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

ЧНК пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *