Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӑвашла диктант ҫырчӗҫ

Паян, 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 FM, 105.0 FM тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлерĕç, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче панă ссылкăпа çырма пултарчĕç. Константин Доброхотов блогер вуланине Инстаграм хутшăну тетелĕнче пăхса-итлесе çырчĕç.

Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче; И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекинче, пурăнакан вырăнта вырнаçнă шкулсенче çырчĕç.

Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ диктанта 7276 çын хутшăннине палăртрĕ:

Чăваш Республики – 5713;

Тутарстан Республики – 547;

Пушкăртстан Республики – 704;

Чĕмпĕр облаçĕ – 284;

Ханты-Мансийск – 12;

Мускав – 10;

Санкт-Петербург – 4;

Киров облаçĕ – 1;

Тюмень хули – 1;

257 çын хăйсем çырнă ĕçсене Интернетпа ярса пачĕç.
Чӑвашла диктант ҫырнӑ ҫӗре Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсем хастар хутшӑнчӗҫ. Сӑмахран, Сургут хулинчи регион шайӗнчи «Туслӑх» чӑваш наци культура автономийӗнчен Татьяна Толстова председатель йӗркеленипе диктанта пурӗ 12 хастар ҫырчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *