Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Красноярск тӑрӑхӗнчи ентешсем Чӑваш чӗлхи Кунне тата чӑвашсене ҫутта кӑларакана, Иван Яковлева асӑнса уяв ирттернӗ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ачалăх тĕнчипе туслă çыравçă

Чăваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлĕхĕн, ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил Краснов (Ара Мишши) — Чăваш Енри писательсенчен çĕнĕ ят. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн алла калем тытнăскер, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Хайĕн хайлавĕсене вăл икĕ патшалăх чĕлхипе те пичетлет. Писатель ачасем валли çырма кăмăллать. Чăвашлăха, атте-анне чĕлхине, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси, ачалăхра çутă малашлăха ĕмĕтленни çинчен шăрçалать. […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Тутарстан чăваш пикине суйларӗҫ

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хусан хулинче «Тутарстан чӑваш пики -2021» конкурс шавласа иртнӗ.Уява Чӑваш наци конгрӗн президенчӗн Николай Угасловӑн пулӑшуҫи Эльвира Казакова ҫитсе килчӗ, президент саламне илсе ҫитерчӗ тата темиҫе маттур чӑваш хастарне конгресс Хисеп хучӗпе чысларӗ. «Тутарстан чӑваш пики -2021» конкурс ҫӗнтерӳҫи Алия Карусева, Ҫӗпрел районӗ, Алёшкин Саплӑк ялӗ!2-мӗш вырӑн (сар пике) — Виолетта Николаева, […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Кӗмӗл сасӑ-2021» ҫӗнтерӳҫисем паллă!

Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче кӑҫалхипе 22-мӗш хут регионсен шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ»фестиваль-конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ.Самар, Тюмень, Ленинград, Чӗмпӗр, Тутарстан, Пушкӑр тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Ен районӗсенчен пурӗ 18 ҫамрӑк чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗ.Вӗсене сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Смирнова, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, Самар […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ÇĔНĔ ЯТСЕМ УÇРĂМĂР, ÇĔНТЕРӲÇĔСЕНЕ ПАЛĂРТРĂМĂР

«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ КĔТЕТПĔР СИРЕ,КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ЧĂВАШ АЧИСЕМ! Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Çамрăк çыравçăсен ăмăртăвне ирттерме Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, И.Я. Яковлев […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Çи-пуçăн та пĕлтерĕшĕ пур

Чăвашсем тĕнчери чи авалхи халăхсенчен пĕри пулнине пирĕн кăк-тымарсем тĕрлĕ нацисеннипе çыхăнниех палăртать. Çакнах культура, йăла-йĕрке пуянлăхĕ те çирĕплетет. Чăваш тĕррине кăна илер — мĕн тĕрлĕ вăрттăнлăх упранмасть-ши халăхăн çыруллă ӳнерĕнче? Çи-пуç та пуян йăхташăмăрсен. Шел, çулсем иртнĕ май кашни япалан пĕлтерĕшне уяса та пымастпăр. Хĕр-хĕрарăм туприне тишкерес тĕк хĕрачан, пĕве кĕнĕ хĕрĕн, арăм ятне […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Республика Пуҫлӑхӗпе тӗл пулчӗҫ

Паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Респбликин Пуҫлӑхӗ чӑваш наци интеллигенципе тӗл пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине упраса малалла аталантарас пирки калаҫрӗ. Мероприятие Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре тӑван чӗлхене упраса хӑварса аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫленине каларӗ. Ун шучӗпе чӑваш чӗлхипе хаҫат-журнал тухса […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай  60 ҫул тултарать

Хӗрӳ чӗреллӗ поэт  ырми-канми ӗҫлесе сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс президиумӗн пайташӗсем хамӑрӑн юратнӑ сӑвӑҫа, хастар та пултаруллӑ чӑваша Валерий Владимирович Туркая чун-чӗререн ҫавра ҫулпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, анлӑ пултарулӑх ҫулӗ тата иксӗлми телей сунаҫҫӗ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Кӗҫтук Кольцов поэт-салтак ҫуралнăранпа 105 ҫул ҫитрӗ

«Паттӑрсем вутпала ҫулам витӗр Улӑпсем пек утаҫҫӗ паян. Ман ҫӗршывӑн юрри те, кӗвви те Аслатиллӗ кӗрлет ян та ян!»… Ҫак ҫулӑмлӑ сӑвӑ йӗркисен авторӗ Кӗҫтук Кольцов — чăваш поэчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Аслӑ лейтенанта çитнĕ. Константин Михайлович ҫуралнӑранпа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 105 ҫул ҫитрӗ. Поэта сума суса ака уйӑхӗн 14-мӗшĕнче […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Питӗрти ентешсем онлайн — «ҫавра сӗтел» йӗркелерӗҫ

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗн Туслӑх ҫуртӗнчен Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи чӑваш наци культура автономийӗ йӗркеленипе регионсен шайӗнчи онлайн-конференци иртрӗ.Мероприятие «Ӗҫ паттӑрӗсен аилӗмсӗр полкӗ» ятпа йӗркеленӗ. Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.Питӗрти чӑваш автономийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов ертсе пынипе «Ҫавра сӗтеле» Иркутск, Тюмень, Екатеринбург, Мурманск, Самар тата ытти тӑрӑхсенчи чӑваш […]