Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Президиум ларăвĕнче чылай ыйтăва уçăмлатма май килчĕ.Ларăва яланхиллех конгресс президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.Чи малтанах Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси пирки калаçрĕç. Çулталăкра пĕрре иртекен çак яваплă мероприятие кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркелес тесе йышăнчĕç, йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç. Мăн Канаша хатĕрленсе ирттерес ыйтусене вăхăтра татса памаллине палăртрĕç.ЧНК […]
Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент республикăри Общество палатин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ пулнă май пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Çитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ: опыт, проблемӑсем тата вĕсене татса парасси» темăпа иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, тухса калаçнă. Мероприятие Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен управленийĕ йĕркеленĕ. Унта Мускавран, Тутарстантан, хамăр республикăран чиновниксем, вĕрентекенсем, чиркÿ […]
ĂШĂ ТĔЛ ПУЛУ
Пуш уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Тăвай районĕн Енĕш Нăрваш шкулĕнче вырăнти семинар иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ пулчĕç. Семинара Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ачасем хăнасене ыр сунса ăшшăн […]
Шупашкарти чӑваш Наци вулавӑшӗнче, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Питӗрти чӑваш ентешлӗхӗ туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ «Эпир ӗмӗр пӗрле» (Мы вечно вместе) кӗнеке тухнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулать. Кӗнеке авторӗсем — Виталий Золотовпа Валериан Гаврилов.Чӑваш халӑхӗн историйӗпе, ытти регионсенчи ентешсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансене тата хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен пӗлес текенсене кӗнеке хаклавне чӗнетпӗр.Кӗнеке хаклавӗ […]
Сегодня, 13 марта, в Доме Дружбы народов Чувашской Республики прошел День культуры Палестины.Президент региональной общественной организации «Общество дружбы и сотрудничества между народами Чувашии и Палестины» Бассам Аль-Балаули поприветствовал гостей мероприятия, в котором приняли участиеруководители национально-культурных объединений нашей республики, представители Марий Эл, народный поэт Чувашии Юрий Сементер и многие другие.Вице-президент и председатель Исполкома Чувашского национального конгресса […]
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.Комитет ертӳҫи Юлия Мареева ҫак ҫур ҫулта планпа палӑртнӑ ӗҫсене еплерех хатӗрленсе ирттересси ҫинче чарӑнса тӑчӗ.Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри- «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсен шайӗнчи конкурс. Унӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче хутшӑнакансен онлайн мелӗпе видеосем ярса памалла, сумлӑ жюри вӗсене пӑхса тухса хакласа чи лайӑххисене […]
УТВЕРЖДАЮ Президент МОО «Чувашский национальный конгресс» /____________ /Н.Ф. Угаслов/ 03 марта 2021 года П О Л О Ж Е Н И Е о Всероссийском XXII-ом фестивале-конкурсе эстрадной чувашской песни «Кĕмĕл сасă — 2021» («Серебряный голос – 2021») 1. Общие положения 1.1. Всероссийский фестиваль-конкурс эстрадной чувашской песни «Кĕмĕл сасă — 2021» («Серебряный голос – 2021») (далее […]
Кун йĕркинче: 1. Чăваш наци конгресĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пусса çирĕплетесси. 2. Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси. 3. ХХII-мĕш «Кĕмĕл сасă» чăваш эстрада конкурс-фестивальне хатĕрленсе ирттересси. 4. 2021 çулхи кĕркунне ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравне халалланă «Çавра сĕтеле» хатĕрленсе ирттересси. 5. Чăваш Республикин цифра […]
ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ СУЙЛАРĔÇ
Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Унăн пайташĕсем хулан тĕрлĕ учрежденийĕсенче вăй хураççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, тавра пĕлÿçĕсем, библиотекарьсем, ал ĕç ăстисем, чăваш юрри-ташшине, йăли-йĕркине юратакансем тата ыттисем те тăван халăхăн пуян чĕлхипе культурине, ырă йăли-йĕркине упраса малалла аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ ĕç туса ирттернĕ. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче хулан Ю.А. […]
Мартӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Республика Общество Палатин председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ЧНК вице — президентчӗ, Ӗҫтӑвком председателӗ Анатолий Ильич Ухтияров Ҫуралнӑ кунӗ!Ҫак ятпа пирӗн хисеплӗрен те хисеплӗ ҫыннӑмӑра, Анатолий Ильич Ухтиярова конгресс президенчӗ Николай Федорович Угаслов, президиум пайташӗсем, комитетсен хастарӗсем чун-чӗререн саламлаҫҫӗ, ҫирӗпрен те ҫирӗп сывлӑх, анлӑ пултарулӑх, телей, ӑнӑҫу сунаҫҫӗ!