Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

САЛАМЛАТПӐР!

Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, Патшалӑх Канашӗн депутачӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗн, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин Хисеплӗ Гражданинӗн НИКОЛАЙ ФЕДОРОВИЧ УГАСЛОВӐН Ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак ятпа ӑна конгресс Ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент, комитетсен ертӳҫисем тата хастарӗсем чун-чӗререн саламлаҫҫӗ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Самана таппи» радиокăларăмра пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнисене аса илчĕç

Юлашки тапхăрта Чăваш тĕнчин мĕн чухлĕ пултаруллă ывăл-хĕрĕ пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Вĕсем чăннипех те – тăван халăх пуласлăхĕшĕн ырми-канми, хăйсене шеллемесĕр вăй хунă ентешĕмĕрсем…ЧНК вице-президенчĕ Петр Васильевич Ивантаев, Чăваш Енре пурăнакан халăхсен Ассамблеин ертÿçи Лев Пантелеймонович Кураков академик, Алексей Трофимов искусствовед, Мария Симакова тĕрĕ ăсти… чăваш халăхĕн ытти мухтавлă ывăл-хĕрĕ.Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Наци радиовĕн […]