Чăваш наци конгресĕн хыпаресем

Чӑвашла диктант ҫырчӗҫ

Паян, 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5…

Темиҫе юхăмран пӗр пысăк юханшыв тумалла

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин наци ыйтӑвӗсене питӗ пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пирĕн республика ертÿлĕхĕ те çак енĕпе пултаруллă ĕçлет. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑваш наци юхӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе малашнехи утӑмӗсене палӑртас тӗллевпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа, унӑн ҫумӗсемпе, Федераллӑ чӑваш наци автономийӗн ертӳҫипе Леонид Черкесовпа ӗҫлӗ калаҫу йӗркелерӗ. Калаҫӑва республика…

Ачалăх тĕнчипе туслă çыравçă

Чăваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлĕхĕн, ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил Краснов (Ара Мишши) — Чăваш Енри писательсенчен çĕнĕ ят. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн алла калем тытнăскер, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Хайĕн хайлавĕсене вăл икĕ патшалăх чĕлхипе те пичетлет. Писатель ачасем валли çырма кăмăллать. Чăвашлăха, атте-анне чĕлхине, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси, ачалăхра çутă малашлăха ĕмĕтленни çинчен шăрçалать.…

Тутарстан чăваш пикине суйларӗҫ

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хусан хулинче «Тутарстан чӑваш пики -2021» конкурс шавласа иртнӗ.Уява Чӑваш наци конгрӗн президенчӗн Николай Угасловӑн пулӑшуҫи Эльвира Казакова ҫитсе килчӗ, президент саламне илсе ҫитерчӗ тата темиҫе маттур чӑваш хастарне конгресс Хисеп хучӗпе чысларӗ. «Тутарстан чӑваш пики -2021» конкурс ҫӗнтерӳҫи Алия Карусева, Ҫӗпрел районӗ, Алёшкин Саплӑк ялӗ!2-мӗш вырӑн (сар пике) — Виолетта Николаева,…

«Кӗмӗл сасӑ-2021» ҫӗнтерӳҫисем паллă!

Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче кӑҫалхипе 22-мӗш хут регионсен шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ»фестиваль-конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ.Самар, Тюмень, Ленинград, Чӗмпӗр, Тутарстан, Пушкӑр тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Ен районӗсенчен пурӗ 18 ҫамрӑк чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗ.Вӗсене сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Смирнова, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, Самар…

ÇĔНĔ ЯТСЕМ УÇРĂМĂР, ÇĔНТЕРӲÇĔСЕНЕ ПАЛĂРТРĂМĂР

«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ КĔТЕТПĔР СИРЕ,КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ЧĂВАШ АЧИСЕМ! Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Çамрăк çыравçăсен ăмăртăвне ирттерме Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, И.Я. Яковлев…

Çи-пуçăн та пĕлтерĕшĕ пур

Чăвашсем тĕнчери чи авалхи халăхсенчен пĕри пулнине пирĕн кăк-тымарсем тĕрлĕ нацисеннипе çыхăнниех палăртать. Çакнах культура, йăла-йĕрке пуянлăхĕ те çирĕплетет. Чăваш тĕррине кăна илер — мĕн тĕрлĕ вăрттăнлăх упранмасть-ши халăхăн çыруллă ӳнерĕнче? Çи-пуç та пуян йăхташăмăрсен. Шел, çулсем иртнĕ май кашни япалан пĕлтерĕшне уяса та пымастпăр. Хĕр-хĕрарăм туприне тишкерес тĕк хĕрачан, пĕве кĕнĕ хĕрĕн, арăм ятне…

Республика Пуҫлӑхӗпе тӗл пулчӗҫ

Паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Респбликин Пуҫлӑхӗ чӑваш наци интеллигенципе тӗл пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине упраса малалла аталантарас пирки калаҫрӗ. Мероприятие Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре тӑван чӗлхене упраса хӑварса аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫленине каларӗ. Ун шучӗпе чӑваш чӗлхипе хаҫат-журнал тухса…

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай  60 ҫул тултарать

Хӗрӳ чӗреллӗ поэт  ырми-канми ӗҫлесе сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, конгресс президиумӗн пайташӗсем хамӑрӑн юратнӑ сӑвӑҫа, хастар та пултаруллӑ чӑваша Валерий Владимирович Туркая чун-чӗререн ҫавра ҫулпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, анлӑ пултарулӑх ҫулӗ тата иксӗлми телей сунаҫҫӗ.