Шупашкар хулинче иртнě Ака туйěн каçě ырă та лăпкă килчě. ЧНК çурчě умěнчи лаптăкра Чăваш наци конгресěн культура комитечě йěркеленě «Аваллăха упраса, малашлăха ěненсе» проектпа килěшÿллěн «Айтăр, вăййа тухар-и?» юрă-ташă фестивалě иртрě. Вăйă картинче «Авăт, куккук, хытăрах», «Ҫěмěрт çеçки çурăлать», «Илемлě, илемлě», «Ҫерем ватса вир акрăм», «Хурăн çулçи çурăлсан» юрăсем янăрарěç. Фестиваль иртсен чăваш эстрада артисчěсен пултарулăхне курса савăнтăмăр.
Уява Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев уçрě. Сцена çине тухса ЧНК вице-президенчě Николай Угаслов та сăмах каларě, кăçалхи Акатуй çěршывăн 30 яхăн тěрлě кěтесěсенчен ентешсене, йăхташăмăрсене пěрле Шупашкарта пуçтарнине палăртрě.
Фестивальпе концерта ертсе пыраканě Людмила Засыпкина юрăçă пулчě. «Аваллăха упраса, малашлăха ěненсе» проектăн авторě — ЧНК культура комитечěн ертÿçи Вера Архипова, «Айтăр, вăййа тухар-и?» фестиваль авторě – ЧНК культура комитечěн пайташě, Шупашкар районěнчи «Телей» ансамбль ертÿçи Наталья Арсентьева.
Пěтěм чăваш Акатуйра савăнчě, кашниех хăйěн пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрě.
Елизавета Долгова










