Халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕрки ан манǎçтǎр, ламран-лама куçса пытǎр…
Республикǎра кǎçал Телейлĕ Ачалǎх ҫулталǎкне халалласа тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелесе ирттерес юхǎм анлǎ сарǎлчĕ. Шǎпах çак пĕлтерĕшлĕ пулǎма тата Тǎван чĕлхе кунне халалласа Хĕрлĕ Чутайӑн муниципаллӑ округӗн Хĕрлĕ Чутайри вǎтам шкулӗнче республика шайĕнче нарǎсǎн 18-мĕшĕнче «Аваллǎхсǎр малашлǎх çук» фестиваль çӳллĕ шайра иртрĕ. Ǎна пуçарса яраканĕсем – Хĕрлĕ Чутайри вǎтам шкул ушкӑнĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрǎксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ.
Унǎн тĕллевĕ – чǎваш халǎхĕн авалхи йǎли-йĕркипе, илемлĕ сǎвви-юррипе, вǎйӑ-ташшипе паллаштарасси тата ачасене несĕлĕмĕрсен культурипе, пуян историйĕпе кǎсǎкланассине витĕм кӳресси, вĕрентекенсене пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарасси.
Палǎртма кǎмǎллǎ, çак кун фестиваль чǎваш чунлисене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Шкул тулашĕнчен пуçласа, шалта та чǎн чǎвашла илемлетнĕ куравсемпе уявпа саламласа çырнǎ сǎмахсемпе кǎмǎла çĕклерĕ, аякран килнисене Чутай тумĕ тǎхǎннǎ вĕрентекенсем çǎкǎр-тǎварпа, ташǎ-юрǎпа кĕтсе илчĕç.
Шкулти «Хресчен пӳрчĕ», «Чǎваш тĕррипе Хĕрлĕ Чутай тумĕ», «Çут çанталǎк тата экологи» музейĕсем пуян экспонатсемпе тĕлĕнтерчĕç. Тĕп вырǎнта – экскурсисене шкулта вĕренекенсем таса чǎваш чĕлхипе калаçса ирттерни пулчĕ. Ǎстаçǎсем чǎваш тĕрри тĕрлессипе ǎсталǎх урокĕ ирттерчĕç.
Тараватлǎ шкул коллективĕ хǎнасене пурне те чǎваш апат-çимĕçĕпе сǎйларĕ.
Пĕтĕмĕшле, шкулта чǎн-чǎн чǎваш тĕнчи хуçаланчĕ, тĕрлĕ ӳсĕмрисем чǎваш тумĕпе, илемлĕ чǎваш чĕлхипе пĕр-пĕринпе калаçрĕç, кǎмǎлтан савǎнчĕç.
Фестивале шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнǎçлакан Вероника Архипова уçрĕ: «…Ӗмĕрсем тǎршшĕнче упранса юлнǎ ырǎ йǎласем малашне аваллǎхра кǎна ан юлтǎрччĕç…» — терĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чǎваш чĕлхипе литература кафедрин ертӳçи Анна Егорова, Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн пуçлǎхĕ ячĕпе вĕрентӳ управленийĕн начальникĕ Игорь Живоев саламларĕ. Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕх ертӳçи Владимир Савинкин, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн ĕç тǎвакан комитет пуҫлӑхĕ Александр Кузнецов, Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева шкулти маттур вĕрентекенсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç, фестивале хутшǎнакансене ǎнǎçу сунчĕç.
Фестивальте сакǎр ǎмǎрту йĕркеленчӗ. Пурĕ вунǎ муниципалитет округĕнчи вĕрентӳ учрежденийӗсем хутшǎнчĕç.
Эпĕ, «Атьǎр, вǎййа тухар-и?» тупǎшǎва хаклакан жюри председателĕ пулнǎ май, шкулчченхи вĕренӳ организацисене çӳрекен шǎпǎрлансемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсен ушкǎнĕсен пултаруллǎхне курса мǎнаçлантǎм. Паллах, фестиваль ачасене тупǎшǎва хатĕрлекенсемшĕн те усǎллǎ пулчĕ. Чи малтанах, ачасене чǎваш тумне тĕрĕс тǎхǎнма вĕрентесси. Çав-çавах пĕчĕк хĕрупраçа пуçа масмак хуртарни, хǎш-пĕр ушкǎнсен тумĕсем тата мĕнле халǎхǎнне те ǎнкараймастǎн. Ку енĕпе Муркашсемпе Каçал, Çĕрпӳпе Канаш районĕсем, Хĕрлĕ Чутайсен хǎш-пĕр фольклор ушкǎнĕсене ырламалла кǎна. Ачасем авалхи вǎйǎ йĕркине çĕнĕ варкǎш кĕртнин пĕлтерĕшĕ пысǎк.
Тупǎшǎва 21 коллектив хутшǎнчĕ, чи пултаруллисене палǎртма çǎмǎлах пулмарĕ. Çапах та жюри пайташĕсем пĕр сасǎллǎ пулса пĕрремĕш вырǎна Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн Мǎн Этменти «Шевле» ушкǎна, кĕçĕн классем тата Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнчи «Сывлǎмпи» ушкǎн, 3 классем тивĕçнине пĕлтерчĕ. Вĕсене пĕрремĕш степĕнлĕ дипломпа чысларĕç.
Иккĕмĕш степенлĕ диплома Комсомольскинчи муниципаллă округĕн Кĕçĕн Çĕрпӳри вǎтам шкулти «Илем» ушкǎн, Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕн Хĕрлĕ Чутайри вǎтам шкулти «Шǎпǎрлан» ушкǎн тивĕçрĕ.
Виççĕмĕш степенлĕ дипломпа Канаш муниципаллă округĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вǎтам шкулти «Çеçпĕл çеçкисем» ушкǎн, Хĕрлĕ Чутайри МО «Рябинушка» ача сачĕн «Пилеш» ушкǎн, Хĕрлĕ Чутайри вǎтам шкулти «Шевле» ушкǎн илчĕç.
Фестивале хутшǎнакансем чǎвашлǎхǎн малашлǎхĕ пуррине сцена çинче çирĕплетрĕç. «Ача чухне курни – илтни мĕн ĕмĕре», — тени пурнǎçпа пĕр килет.
Палǎртма кǎмǎллǎ, ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем те Фестиваль йыхравне хапǎл турǎмǎр. Йышра чǎваш халǎх эткерлĕхне упрассипе тĕллевлĕ ĕçлекен пуçаруллǎ çынсем пулнǎран, уйрǎмах ачасене пĕчĕкрен чǎваш тĕнчин асамĕпе паллаштарма тимлекенсем республика шайĕнче иртекен мероприятие хастар хутшǎнчĕç. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти ӳнерпе культура институчĕн кафедра пуçлǎхĕ, доцент Раиса Васильева, тĕрĕ ǎсти, чǎваш тĕррисемпе илемлетнĕ анлǎ куравпа паллаштарчĕ, тĕрлес ǎсталǎха ǎша хывма витĕм кӳчĕ. Ачасем хаваспах ку енĕпе пĕрремĕш утǎмсем турĕç. Комитет хастарĕ, Çеçпĕл Премийĕн лауриачĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕн ертӳҫи Антонина Андреева поэт сǎввисене вулас ǎсталǎхпа тата ун пултаруллǎхĕпе паллаштарчĕ.
Чăваш Республикин халǎхǎн йǎла ыйтǎвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарӑн «Телей» кафе пуҫлӑхӗ Инесса Алексеева чǎваш апат-çимĕç куравне хаклама хутшǎнчĕ, сĕнӳ пачĕ. Ачасен авалхи вǎййисен тупǎшǎвне хаклас ĕçе Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Цыпленкова хастар хутшǎнчĕ.
Чǎвашлǎха аталантарассипе ЧНК ырми-канми тимлекен Олег Михайлович Цыпленкова видео сюжетсем ӳкернĕшĕн фестивале йĕркелекенсен ячĕпе тав тǎватǎп.
Фестиваль малашлǎха ǎнтǎлакансене, чǎваш халǎхĕн ырǎ йǎлисене упрассипе тата халǎх хушшинче анлǎ сарас ĕçе пысǎк тӳпе хыврĕ. Чǎн-чǎн уяв пĕр шухǎшлисене пĕрлештерчĕ. Çапла пултǎрччĕ ялан та. Ачасен куçĕнче савǎнǎç хĕлхемĕ ялкǎштǎр, çĕр çинчи кашни ача ашшĕ-амǎш хӳттинче ӳстĕр, мирпе телей ытамĕнче пурǎнтǎр.
Юлия Мареева,
Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ