Аван-и, тӑвансем, юлташсем, ентешсем!))
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче эпӗ «Чӑваш наци конгресӗ» Регионсем хушшинчи общество пӗрлешӗвӗн пресс-служба ертӳҫи пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Сиссе те юлаймарӑм, 1 ҫулталӑк иртрӗ те…
Ҫак 12 уйӑх хушшинче нумай паллӑ та пултаруллӑ ҫынпа паллашрӑм: Чӑваш наци конгресӗн комитечӗсен тата ЧНК ҫумӗнчи пӗрлешӳсен, Чӑваш Республикин районӗсенчи вырӑнти уйрӑмӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗн тата ют ҫӗршыври чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе, пайташӗсемпе тата ытти хастар ентешсемпе.
Эпир пурте пӗрле Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе, унӑн советникӗсемпе тата пулӑшса пыраканӗсемпе, ЧНК вице-президенчӗсемпе пӗрле тӑван халӑхшӑн нумай пархатарлӑ ӗҫ турӑмӑр, тӑватпӑр та.
Кӑҫалхи иртсе пыракан 2022 ҫула Чӑваш Республикин Мухтавлӑ ентешӗсен тата Раҫҫей Халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ тӗрлӗ ӗҫпе (фестиваль, конкурс, акци, форум, курав, вулав, конференци, акатуй, уяв, ҫулҫӳрев тата ытти те) палӑртрӑмӑр. Чӑнах та эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсем питех те пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакансем — пурте тенӗ пекех волонтерсем. Мероприятисене ирттерме «Ыркӑмӑллӑх» фондне укҫа-тенкӗ хывса пулӑшакан спонсорсемпе меценатсем пур… Ҫакӑн пек ырӑ кӑмӑллӑх тӗслӗхне ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва кӑтартни — питӗ паха. Тата мероприятисене пӗрле йӗркелесе ирттернӗ чухнехи ырӑ кӑмӑл-туйӑм саманчӗсем, тӗлпулусемпе ӑшӑ калаҫусем яланлӑхах асра юлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплеме, туслӑ пурӑнма вӗрентеҫҫӗ.
Пӗрлӗхре ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пултарнин тепӗр тӗслӗхӗ — Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем пурте пӗрле тӑрӑшса «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» кӗнеке хатӗрлесе, пичетлесе кӑларма пултарни.
Кӑларӑмӑн пӗр пайӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кун ҫути курчӗ. Кӗнекен презентацийӗ кӑрлач уйӑхӗнче пулать.
Хисеплӗ ӗҫтешсем!
Пысӑк тав сӑмахӗ калас килет сире пурне те пӗрле пухӑнса тӑван халӑхшӑн ырӑ ӗҫсем тунишӗн. Пӗрлӗхре — вӑй! Пурте пӗрле пӗр тӗллевпе ӗҫленишӗн савӑнатӑп. Сире чунтан-вартан хисеплесе телейпе ӑнӑҫу сунатӑп.
Елизавета Долгова,
ЧНК пресс-служба ертӳҫи, ЧНАНИ яваплӑ секретарӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ