Паян Чӑваш Республикинче пурӑнакан чӑвашсем Пушкӑрт Республикин Аургазински районӗнчи Юламаново ялне ҫула тухрӑмӑр. Кунта ыран, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, регионсем хушшинчи lll Чӑваш культурин УЯВӗ иртет.
Пирӗн ҫул Тутарстан Республикин тӗп хули урлӑ выртать. Хусанта пирӗн пӗрремӗш кану чарӑнӑвӗ пулчӗ. Эпир Хусанти ГТРК студийӗнче пултӑмӑр.
Кунта пире питӗ тарават кӗтсе илчӗҫ, тутлӑ чей ӗҫтерчӗҫ. Ах, хырӑн симӗс йӗкелӗсенчен пӗҫернӗ варени ҫав тери тутлӑ пулчӗ-ҫке тата!
ГТРК студийӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисовпа Сиктерме-Хусанкай ялӗ ҫумӗнчи «Ҫӗнӗ Сӑвар» архитектурӑпа туризм комплексӗн директорӗ Инна Лисина Ҫӗнӗ Сӑварпа утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кунта иртнӗ чӑваш культурин УЯВне мӗнле хатӗрлесе ирттерни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.
Халӗ вара малалла ҫула тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле Комсомольски районӗн «Каҫал» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Павлов).
Елизавета Долгова