





















Уяв йăлине пăсмасăр, ирхине 10 сехетре ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕсем конгресс президенчĕ Николай Угасловпа пĕрле «Амазони» паркри Юпа патĕнче авалхи йăх-несĕлсене пуç тайса Акатуя чипер ирттерсе яма ыйтрĕç, апат-çимĕçпе чÿклерĕç.
Каласа хăвармалла, Пĕтĕм чăвашсен уявне Раççейĕн çирĕме яхăн регионĕнчен хăнасем çитрĕç. Вĕсен хушшинче Беларуç, Казахстан çĕршывĕсенчи, Тюмень, Челепе, Иркутск, Чĕмпĕр, Питĕр, Мускав, Самара, Сарă ту тата ытти тăрăхри йăхташсем пулчĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем те 10 регионтан çитрĕç.
Паллах, кăшăл вирус инкекĕ чылай субъектри йăхташсене уява килме чăрмантарчĕ. Курма килекен халăх та ытти çулхинчен сахалрах пулчĕ.
Кăнтăрла тĕлне Амазони паркри сцена патĕнчи лапамра Чăваш Ен районĕсен картишĕсем ĕçлеме пуçларĕç, тĕрлĕ пултарулăх лапамĕсем куçа илĕртртсе йыхăрчĕç. Кашни район хăйсен паха та пуян çи-пуçне, район историйĕ çинчен калакан экспонатсене халăха кăтартма тăрăшрĕ.
Спорт лапамĕсем те ăнăçлă ĕçлерĕç. Уйрăмах Кĕрешÿ кавирĕ патĕнчен халăх татăлмарĕ.
Икĕ сехет тĕлне Акатуйпа саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитрĕ. Ăна ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, ытти регионсенчи чăваш наци культура автономийĕсен ертÿçисем, пултарулăх ушкăнĕсем, купăсçăсен пысăк ушкăнĕ кĕтсе илчĕç. Пĕчĕк артистсем Ваняпа Аня Олег Алексеевича шыв çине пĕчĕк карап яма чĕнчĕç, Чăваш Ен тулашĕнчи чăвашсем те пĕрле туслă пурăннине символлакан хăйсен регионĕн гербне ÿкернĕ пĕчĕк «карапсем» ячĕç.
Акатуй уçас чыса Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова хисеп туса шанса пачĕç.
Николай Федорович Пĕтĕм чăвашсен тĕп уявне уçнă май пурне те сирĕп сывлăх сунчĕ. Чăвашсем мĕн авалтан çурхи ĕçсем хыççăн пурте пĕрле савăннине, çак йăлана эпир малашне те чыслăн тытса пыма тивĕçлине каларĕ
Унтан вăл Чăваш Ен Пуçлăхне сăмах пачĕ. Олег Николаев чăвашсене Республика Кунĕпе тата Акатуйпа саламланă май çак уяв авалхи йăласене пăхăнса пынине пĕлтернине, паха тыр-пул пуçтарас тесе халăх Турра пуç çапнине, унтан ырлăх ыйтнине каларĕ. Вăл пурне те праçникре пĕрле савăнма чĕнчĕ.
Республикăри театрсен артисчĕсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ тата ытти профессилĕ ушкăнсем театрализациленĕ пролог кăтартса пачĕç.
Малалла районсенчи тата регионсенчи пултарулăх ушкăнĕсем уява илем кÿчĕç.
16.00 сехетре уяв лапамĕне Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ йĕркеленипе «Атьăр, вăййа тухар-и?» фольклор фестивалĕ пуçланчĕ. Малтанах уява килнĕ ентешсене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов саламларĕ, хамăрăн йăх-несĕлсен ташши –юррине ламран-лама илсе пынишĕн тав турĕ.
Фольклор уявне регионсенчи 10 коллектив тата Чăваш Енрен 4 ушкăн хутшăнчĕç. Вӑйӑ картине пурте пӗрле тӑрса «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» тата «Ҫерем ватса вир акрăм» чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчĕç.Каярахпа кашни ушкăн авалтан сыхланса юлнă юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Уяв иртен пуçласа каçченех кĕрлерĕ. Акатуя чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ вĕçлерĕ.
Чăваш Ен тулашĕнчен килнĕ хăнасем Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне çÿллĕ шайра йĕркеленишĕн республика Пуçлăхне Олег Николаева тата ЧНК президентне Николай Угаслова тав сăмахĕ калаççĕ.
ЧНК пресс-служби.