Паян, ака уйăхěн 6-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн пуçлăхěпе Иван Казанковпа тěл пулчě.
Ěçлě калаçăва ЧНК «Чăваш ялě» комитечěн ертÿçи Эдуард Бахмисов тата ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Геронтий Никифоров хутшăнчěç.
Ěçтешсем Сиктěрме-Хусанкай ялě çумěнче ÿссе çирěпленсе пыракан «Ҫӗнӗ Сăвар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексěпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврěç. Ҫитес «Акатуй» уявне вара Ҫěнě Сăвар хулашěнче ирттерме палăртрěç.
Елизавета Долгова