Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсенче пурăнакан чăваш ывăл-хĕрĕ те пĕр чăмăра пуçтарăннине – Америкăри чăвашсен ассоциацине йĕркеленине – халĕ пурте тенĕ пекех пĕлетпĕр. Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Америкăри ентешсем онлайн-тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта АПШри тĕрлĕ штатра пурăнакан 15 çын хутшăннă.
Ассоциаци президенчĕ Надежда Сандркина ертсе пынипе ентешсем иртнĕ икĕ çулти ĕçсене тишкернĕ, малашлăх планĕсене палăртнă.
Онлайн-тĕлпулу пуçламăшĕнче Надежда Николаевна Чăваш Республикинче, Шупашкарта пулса иртнĕ хыпарсемпе паллаштарнă, Чăваш наци конгресĕн çĕнĕ ертÿçипе, çĕнĕ йышĕпе В.Л.Клементьевпа ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ.